06 сентября 2014 г.
2014 çулхи 7 уйăх кăтартăвĕсем тăрăх промышленноç производствин индексĕпе Чăваш Республики Атăлçи Федераци округĕнчи (ПФО) регионсем хушшинче малти виçĕ вырăнтан пĕрне, промышленноç продукцийĕ туса кăларакан производство организацийĕсем хушшинче тăваттăмĕш вырăн йышăннă. Республикăра çĕнĕ производство площадкисем (ООО НПП "Экра", ООО "Экоклинкер", ООО НПП "Бреслер" тата ыт те) уçăлаççĕ, унччен ĕçлекеннисем производство хăватне чылай ỹстернĕ. Çав шутра "Вăрнарти аш-какай комбиначĕ"ООО, "Акконд" ОАО, "Букет Чувашии" ОАО, "Чувашхлебопродукт"ОАО, "Элара" ОАО, "ВНИИР" ОАО тата ытти те.
А.ВАСИЛЬЕВ.