06 сентября 2014 г.

Чăваш Республикин Ял хуçалăх тата Экономика аталанăвĕн, промышленноç, суту-илỹ министерствисем, суту-илỹпе промышленноç палати сентябрь-декабрь уйăхĕсенче республикăра "Вырăнтине суйла - хамăрăннех туян" акци йĕркелеççĕ. Вăл Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн çĕр-шывра апат-çимĕç хăрушсăрлăхне туса хума экономикăн ятарлă мерисемпе усă курма йышăннă Указне пурнăçлама май парать. Çакăн çинчен Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствинче иртнĕ канашлура министр çумĕ Эдуард Александров каласа панă. Акци вăхăтĕнче халăх хамăр патăмăрта туса илекен ял хуçалăх таварĕ тата хатĕрлекен продукци пирки ытларах пĕлме пултарĕ. Акцие ял хуçалăх предприятийĕсем, тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсем, çавăн пекех массăллă информаци хатĕрĕсен сотрудникĕсем те хастар хутшăнмалла. Мероприятие йĕркелекенсем суту- илỹре вырăнти ял хуçалăх продукцийĕ ытларах сутăнасса, ассортимент сарăласса шанаççĕ. Вырăнта тавар туса кăларакансене информаципе йĕркелỹ пулăшăвĕ парас, кăçалхи тухăçа сутма, çынсене паха ял хуçалăх продукцине йỹнерех хакпа туянма пулăшас тĕллевпе район администрацийĕ Шăмăршăра ярмăркка ирттерме йышăннă. Вăл ноябрĕн 15-мĕшĕччен "Шăмăршă пасарĕ" ОООра тата С.А.Галкинăн ярмăрккинче иртĕ. Ярмăркка вăхăтĕнче ял хуçалăх продукцине сутакансене витнĕ вырăнсемпе тỹлевсĕрех тивĕçтерме палăртнă. Ярмăрккара килти хушма хуçалăхсенче, хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче, ял хуçалăх предприятийĕсенче çитĕнтернĕ, туса илнĕ экологи тĕлĕшĕнчен таса, паха продукци сутăнасса шанас килет.
Т.ТАТАРСКИХ.