Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йăл кулăпа, тулли сумккапа

06 сентября 2014 г.

Кунсерен кашни киле çитет вăл. Йăл кулăпа сывлăх сунать. Ача-пăчапа - ачалла, яш-кĕрĕмпе - çамрăкла, ваттипе - ватăлла пуплет.Пĕрне хаçат-журнал е çыру, теприне пенси е коммуналлă пулăшу укçи парса хăварать. Ăш-пиллĕ сăнĕ, çепĕç сасси кичемлĕхе хăвалать. "Ку е вăл япалана илнинчен ытла унпа сăмахлани ытларах кăмăла çĕклет", - тет вара ял-йыш А.Ф.Фролова почтальонка пирки. Ялти чăваш пайĕнче тулли сумккаллă, вăтам кĕлеткеллĕ, йăм хура çỹçлĕ, кĕре ỹтлĕ хĕрарăм - пуриншĕн те хаклă çын. Кăмăлĕ - чун уççи, вăл валеçекен корреспонденци - кĕтнĕ "чун апачĕ". 37 çул ĕнтĕ Палтиелти çыхăну уйрăмĕнче вăй хурать Александра Филипповна. 1951 çулта Палтиелĕнчех çуралнăскер, Александра Фролова вăтам шкултан вĕренсе тухсан "Ленинская искра" колхозăн уй-хир бригадинче тăрăшнă. 1975 çултанпа пĕр улшăнми çыхăну уйрăмĕнче тимлет. Çак тапхăрта Çĕр чăмăрĕ тавра миçе хут утса çаврăннă-ши Фролова?! Çил-тăманлă та шартлама хĕл, йĕпе-сапаллă çурпа кĕр, шăрăх çу тĕрĕслевĕ витĕр мĕн чухлĕ тухман-ши тата! Хальхи пек, асфальта мар виçнĕ почтальнка (тĕрĕссипе, паянхи кун та хăш-пĕр урамра çук-ха вăл), пылчăк çăрнă е кĕрт ашнă. Корреспонденцисене адресатсем патне вăхăтра çитернех! Çырăнтару ĕçĕнче тĕрлĕ издани тиражĕ ỹснинче Санюк аппан тỹпи чăннипех те пысăк. Районта тухса тăракан "Шăмăршă хыпарĕ" хаçата ял çыннисене çырăнтарассишĕн те нумай тăрăшать вăл, уйрăмах интереслĕ статьясене вуласа та парать. Ĕçри хастарлăхшăн, тỹрĕ кăмăлшăн район шайĕнчен пуçласа Раççей Почтин ФГУПн Хисеп грамоти таранах парса чысланă Александра Филипповна Фроловăна. Совет саманинче "Коммунизмла ĕç ударникĕ" ята та çĕнсе илнĕ вăл. Тăрăшуллă почтальонкăна укçан премипе те нумай хутчен хавхалантарнă. "Ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ят Фроловăна чăннипех тивĕçнĕ çав. Александра Филипповна кăçалхи çурла уйăхĕнче хăйĕн сумлă ĕç биографине вĕçлерĕ. Пенсие каякан хаклă çыннăмăра чи малтан çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, туллии телей сунас килет. Пархатарлă ĕçĕшĕн çĕре çити пуç тайса тав тăвас килет. 

Палтиел çыннисен ячĕпе -  Зинаида Свеклова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика