Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăрушă трагеди ĕмĕр манăçмĕ

06 сентября 2014 г.

 Сентябрĕн 3-мĕшĕнче районта терроризма хирĕç кĕрешмелли пĕр шухăшлăх кунне тата Бесланра хăрушă трагеди пулнăранпа 10 çул çитнине асăнса мероприятисем иртнĕ. Çур çĕр Осетири Беслан хулинчи пĕрремĕш шкулта 2004 çулхи сентябрĕн 1-3-мĕшĕсенче террористсен юнлă аллисем 331 çынна, çав шутра 186 ачана вĕлернĕ. Пĕлỹ кунĕ чăтма çук пысăк хуйхă кунĕ пулса тăнă. Бесланра вилнисене асăнса районти кашни шкултах "Беслан пирĕн чĕрере" ятпа класс сехечĕ иртнĕ, ял тăрăхĕсен библиотекисенче çак темăпа кĕнеке выставки йĕркеленĕ. Учительсем вĕренекенсемпе терроризмран сыхă пулмалли çинчен калаçу ирттернĕ. Ачасем Бесланри пĕрремĕш шкулта трагедилле вилнисене асăнса пĕр минут шăп тăнă.

Е.ФЕДОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика