06 сентября 2014 г.
Республикăри хуласемпе районсен администрацийĕсем çынсене Патшалăх тата муниципал çăмăллăхĕсен пĕрлехи порталĕнче (ЕПГУ) регистрацилес енĕпе малалла ĕçлеççĕ. Шăмăршă районĕнче ку тĕлĕшпе 3 мобильнăй ушкăн йĕркеленĕ. Вĕсен йышĕнче район администрацийĕн представителĕсем те пур. Кашни яла çитсе, вĕсем ял тăрăхĕсен специалисчĕсемпе пĕрле ЕПГУ çăмăллăхĕсем çинчен каласа ăнлантараççĕ. Çак çăмăллăхсен шутне ачашăн уйăхсерен тỹлекен пособие илме заявлени парасси, пурăнмалли çурт-йĕр илме черете тăрасси тата ытти те кĕрет. Шăмăршă район администрацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, хушма мерăсем порталта муниципалитетри 1385 çынна регистрацилеме май панă. Ку вăл мĕн пур халăхăн 10,3 процент шутланать (пĕр уйăх каялла çак цифрăсем 748 тата 5,6 процент пулнă). Аса илтеретпĕр: Раççей Президенчĕн май уйăхĕнчи 601-мĕш номерлĕ Указĕпе килĕшỹллĕн, 2018 çул тĕлне патшалăх тата муниципал çăмăллăхĕсене электрон меслечĕпе илекенсен йышĕ 70 процентран, 2014 çулта вара 35 процентран кая мар пулмалла. Хальлĕхе Чăваш Республикинче пурăнакансен 6,2 проценчĕ ЕПГУ пулăшнипе регистрациленнĕ. Вĕсем портал урлă патшалăхăн 42 тата муниципалитетăн 27 çăмăллăхне илме пултараççĕ. Сăмахран, портал урлă мăшăрланакансем заявлени пама, ачашăн уйăхсерен тỹлекен пособие илмешкĕн документсем йĕркелеме, социаллă найм договорĕпе хваттер черетне тăма пултараççĕ. ЕПГУ регистрацийĕ питĕ ансат, кĕсье телефонĕн номерĕпе е электрон почти урлă та йĕркелеме пулать.
А.КРАСНОВА.