Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ылтăн тырă кĕрет кĕлете

06 сентября 2014 г.

 Олег Хлюкин фермерăн хуçалăхĕ кĕрхи ĕçсене вăхăтра та тирпейлĕн туса ирттерме тăрăшать. Кĕлет умĕнче хĕрỹллĕ ĕç шавĕ тăрать. Ултă çынран тăракан бригада çĕнĕ тырра тасатса вăрлăхлăх кĕлете кĕртме уйăрать. Валерий Александров водитель ылтăн пек сарă тулла кĕлетсене турттарать. Валерий Емельяновпа Сергей Сидоров, Валерий Ефимовпа Павел Петьков лайăх çанталăкпа усă курса тĕттĕм пуличченех комбайн çинчен анмаççĕ. Пĕрчĕллĕ культурăсене гектартан вăтамран 27-шер центнер тĕшĕлени вĕсене савăнтарать. Нумай çул механизаторта вăй хуракан Николай Давыдов çĕр сухаласа хатĕрлет. Вăл та кĕрхи кунăн уяр кунĕсемпе туллин усă курасшăн. Кĕрхи çанталăк хĕр кăмăлĕ пекех вĕт-ха, улшăнсах тăрать. Хуçалăхри мĕн пур ĕçе Виктор Георгиевич Александров ертсе пырать. Вăл пур çĕре те çитсе, хăй куçĕпе курса, ĕçлекенсене ырă канашпа тата ăшă сăмахпа хавхалантарса тăрать.Сăмах май, вăл ял тăрăхĕнче депутатсен Пухăвĕн депутачĕ те. Ялти Культура çурчĕ çумĕнчи агитбригада ушкăнĕ килсе юрă-ташăпа савăнтарни те уй-хир ĕçченĕсене малалла ĕçлеме хавхалантарать. Фермер хуçалăхĕ вырма ĕçĕсене çывăх кунсенче вĕçлессишĕн тăрăшать.

Г.ПЕТЬКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика