Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Смотр-конкурс çĕнтерỹçисем

06 сентября 2014 г.

Район администрацийĕн вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн 2014 çулхи майăн 22-мĕшĕнчи 85\1 номерлĕ "Шăмăршă районĕнчи вĕрентỹ учрежденийĕсене 2014-2015 çĕнĕ вĕренỹ çулне тивĕçлипе хатĕрлессипе смотр-конкурс ирттересси çинчен" приказне тĕпе хурса, çак кунсенче смотр-конкурс кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Конкурс комиссийĕ çапла йышăннă: "Чи илемлĕ тата тирпейлĕ шкул" номинацире Пуянкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул тата Карапай Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул; "Чи илемлĕ тата тирпейлĕ ача сачĕ" номинацире Виçпỹрт Шăмăршăри пуçламăш шкул-ача сачĕ; "Предметăн чи лайăх кабинечĕ" номинацире Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти химипе биологи кабинечĕ; "Шкул çумĕнчи чи лайăх опытлă участок" номинацире Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул; "Шкул умĕнхи пĕлỹ паракан вĕренỹ учрежденийĕн вылямалли чи лайăх участокĕ" номинацире Патирекри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул çĕнтернĕ. Кашни номинаци çĕнтерỹçине Дипломпа тата хаклă призпа чысланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика