Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕклет юрă кăмăла

06 сентября 2014 г.

 Çын çăкăр-тăварпа çеç тутă мар - ăна чун апачĕ те кирлĕ. Ĕçлекене-пушшех. Кун пек чухне чун уççи - савăк юрă. Шăмăршăри халăх театрĕн артисчĕсем çак кунсенче акă "Исток" хуçалăхра вырма ĕçĕсене хутшăнакансем патĕнче пулчĕç, хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Концерт программине çынсем юратакан, килĕштерекен Ярăславри Тихоновсен çемье ансамблĕ те хутшăнчĕ. Анат Чаткасри культурăпа кану центрĕ çумĕнчи "Шурăмпуç" пултарулăх ушкăнĕ вара хальхинче "Восход" ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕн ĕçченĕсене савăнтарчĕ. - Савăк юрăсем хыççăн кăмăл-туйăм та çĕкленчĕ, - терĕç ял çыннисем. - Малашне тата хастартарах пулăпăр, вырмана вăхăтра вĕçлĕпĕр. 

А.ПЕТРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика