Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Пурнăçăма шкула халалларăм…"

06 сентября 2014 г.

Как много нежных слов уже звучало:

Чтя педагога кропотливый труд?

Но этого всегда ничтожно мало

За то: что души ваши создают?

Так дай вам и в дальнейшем Бог терпенья:

Удача пусть сопутствует всегда:

Чтоб почерпнуло наше поколенье

Бесценный кладезь вашего ума!

Асăмра юлнă çак йĕркесене кам çырнине маннă ĕнтĕ, анчах вĕсем учитель ĕçне çав тери тĕрĕс хак панăн туйăнать. Чăннипех те ырă кăмăллă, чун ăшшиллĕ, ачасемшĕн хăйсен вăхăтне те, сывлăхне те шеллемен çынсем вĕсем, пирĕн вĕрентекенсем. Ĕмĕр тăршшĕпе çамрăк ăрăва вĕрентнĕ, хăйсем хыççăн чи ырă ят хăварнă çынсене - чыс та мухтав! Пăчăрлă Пашельĕнчи педагогика ĕçĕн ветеранне, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учительне, Тăван çĕр-шывăн орденĕпе медалĕсен кавалерне Александр Иванович Гармонщикова районĕпех пĕлеççĕ тесен пĕрре те йăнăшмăп. Çак сăпайлă та тирпейлĕ, пурне те ыррине çеç сунакан çын, ман шутпа, чăн-чăн интеллигент эталонĕ пулса тăрать. Александр Ивановичпа та, унăн мăшăрĕпе Роза Федоровнăпа та темиçе хутчен те тĕл пулса калаçнă эпĕ. Шел, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ, пурнăçне ачасене вĕрентес ĕçе халалланă Роза Федоровна пиртен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. "Пурнăç пурăнасси хир урлă каçасси мар", - тенĕ ваттисем. А.И.Гармонщиковăн кун-çулĕ çăмăл килмен, савăнăçĕ те, хурлăхĕ те пулман мар. Вăрмар районĕнчи Вăрман Кипек ялĕнче çуралса ỹснĕскер, хресченĕн йывăр та тертлĕ пурнăçне ачаллах курнă. Тăван колхозра вăй хунă, хăйĕн биографине çĕр ĕçĕнче пуçланă. 1924 çулта çуралнисен çамрăклăхĕ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин çулĕсенче иртнĕ. Александр Гармонщикова та 1942 çулхи августра вăрçа илнĕ, малтанласа Тюменьри пехота училищинче çар ĕçне вĕрентнĕ. Кайран - фронта. Курск пĕкки патĕн чи хаяр çапăçусене хутшăннă вăл. Украинăна ирĕке кăларассишĕн çапăçнă. Харьков патĕнче йывăр аманса госпитале çакланнă. Алла пăшал тытмалăх сывалнă та - каллех вăрçă вутне. Ленинград хулине тăшман ункинчен хăтарассишĕн пынă хăрушă тытăçусене хутшăннă, татах йывăр аманнă. 1944 çулта инвалид пулса А.И.Гармонщиков Чăваш çĕр-шывне таврăннă. Ун чух вăл пурĕ те çирĕмре кăна пулнă-ха. Вăрçă суранĕсене пăхмасăр, тăван колхозра ĕçленĕ, юхăннă хуçалăха ура çине тăратассишĕн ырми-канми тăрăшнă. Шкулта лайăх вĕреннĕскер, хăйĕн пĕлĕвне ỹстерес шухăш канăç паман каччăна. Вара А.Гармонщиков Чăваш патшалăх педагогика институтне кайса кĕнĕ. Института ăнăçлă пĕтернĕ те, ăна Шăмăршă районĕнчи Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкула ĕçлеме янă. Истори учителĕ, кăштах вăхăт иртсен директор пулнă. КПСС Шăмăршă райкомĕн виççĕмĕш секретарĕнче ĕçленĕ виçĕ çула шутламасан, Александр Иванович вăтăр çул ытла шкул директорĕнче вăй хунă. - Шкулта директор пулса ĕçлеме пуçланă малтанхи çул халĕ те манăçмасть-ха, - аса илет Александр Иванович. - Икĕ хутлă йывăç çурт çап-çара вырăнта ларатчĕ, çумранах çул хывнăччĕ. Вара эпĕ йĕри-тавра карта тыттартăм, тепĕр çулах сад пахчи лартрăмăр. Шкулăн хăйĕн çĕр пурччĕ, хамăра кирлĕ чухлĕ пахча-çимĕç çитĕнтереттĕмĕр, вăкăрсем самăртаттăмăр. Пирĕн шкул ачисен пĕлỹ шайне ронори тĕрĕслевçĕсем яланах пысăка хурса хакланă. Шкулта Пăчăрлă Пашьел, Асанкасси, виçĕ Чукал, Улмаллă, Никишино, Чĕлĕм, Ишлĕ, Матак, Шланкка, Хура ката тата ытти ялсемпе çывăхри вăрман паççулккисенче пурăнакан ачасем вĕренетчĕç. А.И.Гармонщиков тăрăшнипе, шкулти хушма хуçалăха тĕпрен лайăхлатнă. Вĕренекенсен производство бригади Раççей Федерацийĕнче виççĕмĕш вырăн йышăннă. Çакăнта, паллах, бригада ертỹçи пулнă Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕн И.И.Атнекеевăн тỹпи те пысăк. - Шкулта дендрари йĕркелесе ярассишĕн нумай вăй хутăмăр, - тет А.И.Гармонщиков. - Ăçта кăна кайсан та пĕр-пĕр йывăç илсе килнĕ. Ачасене тăван çут çанталăка юратма вĕрентессишĕн тăрăшаттăмăр, шкул лесничестви йĕркелесе ятăмăр. Пăчăрлă Пашьел шкулĕнче районта чăн малтисен шутĕнче Çарпа ĕç мухтавĕн музейне уçнă, ачасем пуян экспонатсене Александр Иванович ертсе пынипе пуçтарнă. Унта Пăчăрлă Пашьелпе Асанкасси çыннисен вăрçăри тата ĕçри хастарлăхĕпе, тăван тавралăх историйĕпе паллашма пулать. Сăмах май, çак пуян материалсемпе усă курса А.И.Гармонщиков кĕнеке пичетлесе кăларчĕ. Ку кĕнеке - Александр Ивановичăн пархатарлă ĕçĕн "çимĕçĕ", тăван ял энциклопедийĕ. Çапах та çын пурнăçĕнче çĕнĕ çурт-йĕр лартни ытларах асра юлать пулĕ. А.И.Гармонщиков директорта ĕçленĕ çулсенче Пăчăрлă Пашьелĕнче хулари пек илемлĕ те çутă шкул çĕкленчĕ. Шăпах çакăнта республикăри ялти шкулсенчен чăн малтисен шутĕнче кабинет меслечĕпе вĕрентесси çине куçнă. Ытти ырă пуçарусем те пайтах пулнă. Ахальтен мар ĕнтĕ хăй вăхăтĕн че кунта ĕçленĕ, халĕ филологи наукисен кандидачĕ В.П.Никитин-Станьял Пăчăрлă Пашьел шкулне И.Я.Яковлев уçнă Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн филиалĕ пекехчĕ, тет. Республикипех паллă çын хăйĕн сăмахне ахаль вылятмастех ĕнтĕ. А.И.Гармонщиковăн вĕренекенĕсем хушшинче наука докторĕсемпе кандидачĕсем, врачсем, учительсем, çĕр ĕçченĕсем, çар çыннисем тата ытти вун-вун тĕрлĕ професси çыннисем пур. Чи паллăраххисене çеç асăнар: Чăваш халăх артисчĕ - Н.В. Корчаков, Чăваш çамрăкĕсен Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ Ф.И.Мадуров скульптор, медицина наукисен докторĕ Г.В.Кокуркин, философи наукисен докторĕ В.Н.Романов профессор... Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕнче хальхи вăхăтра ĕçлекен учительсен пысăк пайĕ - А.И.Гармонщиковăн вĕренекенĕсем пулнă çынсем. Александр Ивановичăн хĕрĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Галина Александровна тата кĕрỹшĕ - Анатолий Григорьевич та çак шкултах вăй хураççĕ. Мĕнле кăна обществăлла ĕç пурнăçлама тивмен-ши хăйĕн ĕмĕрĕнче А.И.Гармонщиковăн? Вăл - ялти вăрçăпа ĕç ветеранĕсен совечĕн председателĕ, районти ветерансен совечĕн членĕ. Аслă Çĕнтерỹ 70 çул тултарнине тивĕçлипе кĕтсе илме хатĕрленсе, ветерансен совечĕ çамрăксене çарпа патриотизм майлă воспитани парас ĕçе анлă сарса янă. Кашни çулах, сентябрĕн пĕрремĕшĕнче, А.И.Гармонщиков хăйĕн çуралнă кунне паллă тăвать. Кăçалхи менельник вара уйрăмах паллă - Александр Иванович 90 çул тултарчĕ. Çак ятпа эпир ăна чун-чĕререн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр сунатпăр. Тавах Сире, Александр Иванович, тăван халăхшăн вăй-халăра, сывлăхăра шеллемесĕр тăрăшнăшăн, ачасене тỹрĕ çул кăтартнăшăн. 

И. САЛАНДАЕВ, Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика