07 ноября 2014 г.
![Чи лайăх инспектор Чи лайăх инспектор](../UserFiles/news/20141107/01_Preview.jpg)
Чăваш Енре пушар хăрушсăрлăхĕн чи лайăх инспекторне палăртас енĕпе конкурс иртнĕ. Унта пирĕн районти тĕрĕслесе тăракан уйрăм инспекторĕ, шалти службăн аслă лейтенанчĕ М.Ильин çĕнтернĕ. - Михаил, эсĕ ку тытăмра çĕнĕ çын мар. Çак профессие ахальтен суйласа илмен пулĕ? - Кашни çыннăн - хăйĕн тĕллевĕ. Шăпа тени те пур. Ахăртнех, çакă хистерĕ пулас. Вăтам шкул хыççăн çар хĕсметне тăтăм. Демобилизаци хыççăн Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерствин Чулхулари академине вĕренме кĕтĕм. Участковăй пулса ĕçлерĕм, инкассаторта та тăрăшма тиврĕ. Чрезвычайлă лару-тăру инкекĕсемпе кĕрешекен тытăмра - 2011 çултанпа. - Инспектор ĕçĕ пĕрре те çăмăл мар... - Пытармастăп. Пушар хăрушсăрлăхĕн службинче ĕçлекенсенчен яланах çирĕп ыйтаççĕ. Кулленхи ĕçре темле ыйтусене те татса пама тивет. Манăн тимлĕхре - çынсем пурăнакан çурт-йĕр, вĕрентỹ, суту-илỹ тата ял хуçалăх объекчĕсем. - Михаил, пирĕн районта пушар хăрушсăрлăхĕ мĕнле шайра? - Начарах темен пулăттăм. Шел пулин те, пушарсем пулкалаççĕ. Кăçал çакнашкал тĕслĕхсене вун виççĕ регистрациленĕ. Телее, вут-кăварта çынсем вилни пулман. - Кашни ĕçĕн - хăйĕн йывăрлăхĕ... - Çынсем пурте пĕр пек мар. Эрех-сăра ĕçекенсемпе ĕçлеме вара уйрăмах йывăр. Пирĕн ĕçре çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. - Ĕçлекен ĕçре яланах çĕннине шырать теççĕ. - Унсăрăн май çук. Халăхпа тĕл пулатпăр, калаçусем ирттеретпĕр. Паллах, ялсенче кашни килех çитме май çук. Çавăнпа вырăнсенчи почтальонсем урлă пушартан сыхланма ăнлантаракан брошюрăсем салататпăр. Усси пур çакăн. - Çакă та интереслĕ: конкурса хутшăнма мĕнле хатĕрлентĕр? - Вăхăт пулмарĕ тесен те юрать - кашни кунах ĕçре вĕт. Конкурсра çĕнтерме опыт, ĕçри хăнăху та пулăшрĕç пулĕ тетĕп. Судьясем, ахăртнех, çакна та шута илчĕç пулас. А.НИЗАМОВ калаçнă.