Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватă шкул чуна çамрăклантарчĕ

07 ноября 2014 г.

Шăмăршă шкулĕ 175 çул тултарнине паллă тунăранпа темиçе кун иртрĕ пулсан та, кунта курни-илтни паянхи пекех асăмран тухмасть. Нумайлăха асра юлмалла хатĕрленнĕ шкул коллективĕ ку уява. Юбилее килнĕ кашни çынна питĕ тараватлăн, ăшшăн, çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Малтан юбилей программипе паллаштарчĕç хăнасене, асăнмалăх значоксем парнелерĕç. Шкул коридорĕсем тăрăх утса, кабинетсене кĕрсе курса, тĕрлĕ стендсем, выставкăсем курса шкулпа тĕплĕн паллашрăмăр. Эпир, ветерансем, тĕрлĕ классенче класс сехечĕсем ирттертĕмĕр, унччен çак шкулта ĕçленĕскерсем хамăр шкул историйĕ çинчен каласа кăтартрăмăр, хамăра ĕç вырăнĕнчи пекех туйрăмăр. Савăнăçлă мероприятие ертсе пыракансем шкул историйĕпе тĕплĕн паллаштарчĕç, çав вăхăтрах сцена çинчи пысăк экран çинче тĕрлĕ çулсенчи выпускниксем, учительсем, шкул ертỹçисем, шкул çурчĕсем пĕрин хыççăн тепри куç умне тухса тăчĕç. Ачасем питĕ пысăк концерт лартса пачĕç. Вĕсен юрри-ташшисем пурте юбилейпе çыхăннă. Тĕрлĕ çулсенче вĕренсе тухнă çынсем хăйсен ĕçĕсемпе паллаштарчĕç, тĕрлĕ хуласенчен килнĕ выпускниксем хăйсем шкула, вĕрентекенсене манманни, вĕсене асра тытни çинчен пĕлтерчĕç. Чăннипех те тĕлĕнмелле, мĕн чухлĕн вĕсем çĕр-шывĕпех, Чăваш Республикипех Шăмăршă шкулне пĕтернĕ, хăйсен ĕçĕсемпе чапа тухнă çынсем! Акă ветерансем хăйсем вĕрентнĕ предметсен секцийĕсене пуçтарăнчĕç. Кунта, паллах, тĕрлĕ çулсенчи ĕçсем пирки калаçрăмăр, шкулти кабинетсем тĕлĕнмелле улшăнни, пуянланни, учительсен ĕç условийĕсем тĕпрен улшăнни çинчен те сăмах пычĕ. Юлашкинчен çакна калас килет: пире, ĕмĕрĕпех çак шкулта ĕçленĕ ветерансене, шкул коллективĕ манса каймасть, пирĕнпе тĕл пулма вĕсем яланах хавас. Пире вара - ветерансене - çакă чунтан савăнтарать, ватлăхра пурăнма вăй-хал парать. Концерт Шăмăршă çинчен хывнă юрăпа вĕçленчĕ. Ф.КУЗНЕЦОВА, ĕç ветеранĕ.                                                                                                                                                           Шăмăршă ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика