Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туслăх çăлĕ тĕнчене

08 ноября 2014 г.

128 халăх çынни пурăнать. Хăшĕсем пысăк йышпа, теприсем _ иккĕн-виççĕн çеç. Тĕслĕхрен, 2010 çулхи çырав тăрăх чăвашсем 814,8 пин çын, вырăссем _ 323, 3, тутарсем _ 36, мордвасем _ 13, çармăссем _ 3,6 пин. Пирĕн йышра çавăн пекех эрмен, таджик, узбек, ытти халăх çынни те пур. Халăхсен хушшинчи хутшăну республикăра çивĕч ыйтусен ретĕ-нче тăмасть. Шăпах çапла ан пултăр тесе ĕçлеççĕ вырăнти халăхсен наци культура пĕрлешĕвĕсен, тĕнсемпе конфессисен пĕрлĕхĕсен ертỹçинчен пуçласа республика ертỹлĕхĕ таранах. Çакна ноябрĕн 4-мĕшĕнче _ Халăх пĕрлĕхĕн кунĕнче _ Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче "Чăваш Республикин халăхĕсен этнокультура аталанăвĕ" ятпа ирттернĕ "Çавра сĕтел" тепĕр хут çирĕплетрĕ. Унта наци культура пĕрлĕхĕсен, тĕн конфессийĕсен ертỹçисем, ЧР Культура министерстви çумĕнчи Национальноçсен ĕçĕсен канашĕн членĕсем, влаç органĕсен представителĕ-сем, тĕн çыннисем пулчĕç. "Çавра сĕтел" ĕçне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнни мероприятие чĕрĕлĕх кĕртрĕ. Республика ертỹçин шухăшĕпе _ Аслă Раççей халăхĕсем пĕр çемьери пек килĕштерсе пурăнаççĕ пулсан та кашнийĕ хăйĕн чĕлхине, ĕненĕвне, культурине, йăли-йĕркине сыхласа хăварнă. "Тĕнчери пăтрашуллă самантра Раççей халăхĕ пĕр чăмăра чăмăртанать, хăйĕн пултаруллă вăйне кăтартать", _ терĕ Михаил Игнатьев. Республика пуçлăхĕ Чăван Ен çыннисем Раççей халăхĕпе пĕр шухăшлă пулнине çак тĕслĕхпе çирĕплетрĕ: кăçал республика Украинăран тарса килме тивнĕ 3925 çынна йышăннă. Вĕсенчен хăшĕ каярах ытти вырăна тăванĕсем патне куçса кайнă. Халĕ 509 çын ĕçе вырнаçнă, шкул ачисем шкула çỹреççĕ, кĕçĕн çултисем _ ача садне. "Пирĕн вăй _ культура тата конфесси нумай енлĕхĕпе пĕрлĕхре,_ терĕ Михаил Игнатьев. _ Влаç органĕсен, общество организацийĕсен Чăваш Енре пурăнакансем, Раççей çыннисем ыранхи пурнăçа шанса тăма, ачисемшĕн лăпкă пулма пултарччăр тесе хăйсенчен мĕн кирлине пĕтĕмпех тума тивĕç". "Çавра сĕтелте" тухса калаçакансем чылайăн пулчĕç. Азербайджансен Раççейри конгресĕн Чăваш Енри уйрăмĕн председателĕ Азиз Бадиров хăйне Чăваш Енре тăван килĕнче пек туйнине палăртрĕ. Чăваш наци конгрессĕн президенчĕ Николай Угаслов общество ĕçĕнчи тĕп тĕллевне республикăра тĕпленсе пурăнакан халăхсен хушшинчи туслăха малалла çирĕплетнинче, пĕрлехи мероприятисем ытларах ирттермеллинче курать. Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче çавăн пекех наци культурисен "Раççей халăхĕсен пĕр çемйи" республика фестивалĕ те иртрĕ. Театр фойинче тĕрлĕ халăх çыннисем хăйсен пуян культурин, йăли-йĕркин, наци апачĕн пуянлăхне уçса паракан куравсемпе стендсем йĕркеленĕ, кĕвĕ-çемĕ хуçаланчĕ, халăх савăнчĕ, юрларĕ-ташларĕ.

Н.СМИРНОВА, ("Хыпар" хаçатран).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика