Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Граждансене йышăнаканĕ - çамрăк участковăй

08 ноября 2014 г.

Чăваш патшалăх университечĕн юридици уйрăмĕнче 2 курс пĕтерсен Патăрьел районĕнчи Ыхра Çырминчи М.Тимербулатов малалла заочнăй майпа вĕренме, ĕç биографине пуçлама шутланă. Кỹршĕллĕ Шăмăршă районĕнчи шалти ĕçсен пайĕнче милиционерăн вакантлă должнăçĕ пуррине пĕлсен тутар йĕкĕчĕ питĕ савăннă. 2007 çулта Марс пирĕн районта йĕрке хуралĕн чи ĕç биографине пуçланă. Малтанласа вăл патрульпе пост службинче кĕçĕн инспектор тивĕçне пурнăçланă. Хăйĕн тивĕçне вăл яланах Присяга хушнă пек, тỹрĕ кăмăлпа туса пынă. Пĕр çулталăкран, пайри вăхăтлăх тытакан изоляторта постра тăракан милиционер кирлине шута илсе, сержанта çак должнăçа куçарнă. Дежурнăй чаçра сотрудниксене куллен алă пустарса табель хĕç-пăшалĕпе тивĕçтерекен кĕçĕн инспекторта та, дежурнăй офицера пулăшаканĕн должнăçĕнче те ăнăçлă ĕçлесе пынă М.Тимербулатов. Службăра яланах яваплăха туйса ĕçлекен аслă пĕлỹллĕ юриста 2013 çулхи апрельте полицин участокри уполномоченнăйĕ пулма çирĕплетнĕ. Часах М.Тимербулатова полицин кĕçĕн лейтенанчĕн званине панă. Марс Шейхуллович - Палтиел тата Анат Чаткас ял тăрăхĕсенчи право йĕркисемшĕн яваплă сотрудник. Хăйне çирĕплетсе панă 4-мĕш участокра саккун йĕркисем кирлĕ пек пурнăçланччĕр тесе çине тăрса ĕçлет полици офицерĕ. Çамрăк участковăй граждăнсен пухăвĕсенче, шкулсенче пулса право йĕркисене ăнлантарать. Кунсăр пуçне судпа айăпланнисем патне çитет, тепĕр хут кукăр çул çине тухасран асăрхаттарать. Ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхме пăхакан çынсемпе тĕл пулса калаçма, çак çул-йĕр ырри патне илсе çитерес çуккине ăнлантарма та вăхăт тупать Марс Шейхуллович. Участокра уголовлă е административлă саккун йĕркине пăснă тĕслĕх палăрсанах М.Тимербулатов тивĕçлĕ мерăсем йышăнать, малашне çакнашкал фактсем ан пулччĕр тесе тăрăшать. - Кашни çыннăн пурнăçĕнче саккун йĕркисем хуçаланмалла,_ тет Марс Шейхуллович._ Вĕсене кашнийĕн валли _ хуралçăра ĕçлет-и вăл е ертỹçĕ должнăçĕнче - çырнă. Хура ĕç хăçан та пулсан çиеле тухатех. Кунашкал тĕслĕхсене сахал мар пĕлетпĕр эпир. Палăртнă кунсенче ял тăрăхĕн администрацийĕн çуртĕнче участковăй граждансене йышăнать, вĕсен кашни ыйтăвне татса пама тăрăшать. Ял çыннисемпе яланах кăмăллăн калаçать, хăйне сăпайлă тытать çамрăк офицер. _ Марс Шейхулловичăн ĕçне тĕрĕслесе тăмалла мар,_ каласа парать полици уйрăмĕн начальникĕ С.Агеев._ Вăл _ ытти участковăйсемшĕн те ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Йĕрке хуралĕнчи тăрăшулăхшăн М.Тимербулатова район администрацийĕн, полицин "Батыревский" пайĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă. Нумаях пулмасть çамрăк участковăй лейтенант званийĕ илнĕ. М.Тимербулатов пек хастар та çирĕп дисциплинăллă çынсем полици ĕçченĕсен авторитетне çĕклеççĕ, граждансем вĕсене ытларах шанма пуçлаççĕ. В.Маяковский поэтăн сăмахне кăштах урăхлатса: "Манăн полици мана хỹтĕлет", - тесе çирĕппĕнех калас килет.

И.АНАНЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика