08 ноября 2014 г.
Полици уйрăмĕнчи следстви ушкăнĕнчи сотрудниксен ĕçĕ - чи яваплисенчен пĕри. Дежурнăй чаçа вăл е ку ялта йывăр преступлени пулса иртни пирки хыпар çитсенех уйрăмри талăкĕпех дежурствăра тăракан оперативлă шырав ушкăнĕ автомашинăпа тỹрех вырăна тухса каять. Çак яваплă ушкăна вара кашнийĕнчех следователь ертсе пырать. Вăлах, Раççей Федерацийĕн уголовлă-процессуаллă саккунĕпе килĕшỹллĕн, преступление кĕске вăхăтрах уçса парас тĕллевпе, тĕпчевпе шырав мероприятийĕсем йĕркелет. Çавăн пекех следователь преступление тăрă шыв çине кăларас тĕлĕшпе ĕçлекен ушкăнăн тĕпчевпе шырав результачĕсемшĕн те яваплă. Следстви тĕпчевĕсем преступлени пулса иртнине çирĕплетсен вара вăл уголовлă ĕç пуçарать. Уголовлă ĕç тĕпчевĕ мĕн тери кăткăс та йывăр пулнине, преступлени тунă тесе шутлакан çыннăн айăпне уçса пама, çакна уçăмлă фактсемпе, свидетельсен кăтартăвĕсемпе, сивлеме май çук анализсемпе çирĕплетме мĕн чухлĕ чăтăмлăх кирлине следстви ушкăнĕнчи сотрудник хăй кăна калама пултарать. Унăн хуть мĕнле уголовлă ĕçе те палăртнă срокра вĕçлесе, следстви материалĕсене суда тăратмалла. Çак материалсен пахалăхĕ тивĕçлĕ шайра пултăр, вĕсене судран хушма тĕпчевсем ирттерме каялла ярса ан паччăр тесе следовательсен нумай ĕçлеме тивет. Полицин районти уйрăмĕнчи следстви ушкăнĕнче А.Мандрюков аслă следователь, И.Фоминапа Р.Хамдеев следовательсем вăй хураççĕ. Вĕсем хăйсен тивĕçне яланах тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлама, следстви тĕпчевĕсен материалĕсене лайăх пахалăхпа хатĕрлеме, вĕсене палăртнă срокра суда тăратма тăрăшаççĕ. Юстици майорĕсем шалти ĕçсен органĕсенче 20-шер çул ытла ĕçлеççĕ ĕнтĕ, пархатарлă службăшăн тĕрлĕ наградăна тивĕçнĕ. М.ВАНИН. Сăн ỹкерчĕксенче (сулахайран сылтăмалла): А.Мандрюков, И.Фомина, Р.Хамдеев следовательсем.