Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эбола пирĕн пата ан çиттĕр…

08 ноября 2014 г.

Эбола пирĕн пата ан çиттĕр…

Лайăххипе юнашарах - япăхи теççĕ. Çук, ан пултăрах ун пекки. Кĕтмен инкеке сирсе яма вара яланах хатĕр пулмалла. Халĕ, акă тĕнчере тепĕр хăрушлăх тухса тăчĕ - Африка çĕр-шывĕсенче Эбола лихорадкипе чирленĕ çынсем йышланса пыраççĕ. Чир пирĕн тăрăха çитмĕ тесе шантарма çук. Иртнĕ эрне кун районти тĕп больницăра унран сыхланас, "чирлисене" сыввисенчен вăхăтра уйăрса илес тĕлевпе ятарлă вĕренỹ пулса иртнĕ. ...Пĕр аякри ялта çын чирлесе ỹкнĕ, унăн Эбола лихорадкин палăрăмĕ пур имĕш. Кун пек чухне çухалса каймалла мар. Ятарлă бригада тỹрех вырăна тухса кайрĕ, васкавлă пулăшу уйрăмĕн диспетчерĕ инкек пирки çийĕнчех Шупашкара пĕлтерчĕ. Бригада, ятарлă хỹтĕлев тумне тăхăннăскер, "чирлĕ" çынна "эвакуацилерĕ", больницăн инфекци уйрăмĕнчи дезинфекци тунă бокс палатине вырнаçтарчĕ. Шурă халатлă çынсем тỹрех ĕçе пикенчĕç, больницăра карантин туса хуни çинчен пĕлтерчĕç. Васкавлă пулăшу машинине те дезинфекцилеме тиврĕ - вирус сарăлас, ыттисене ерес хăрушлăх ан пултăр. "Чирлĕ" çынпа хутшăнура пулнисем те тимлĕхсĕр юлмарĕç, тухтăрсем вĕсене те ыттисенчен уйăрса тĕплĕн тĕрĕслерĕç. Пĕтĕмĕшле илсен, вĕренỹ çỹллĕ шайра иртни палăрчĕ, пирĕн тухтăрсем кĕтмен инкекпе кĕрешме хатĕр пулнине кăтартса пачĕ.                                                                                                                                                                       С.ЯКОВЛЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика