Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕнле пурăнатăн, предприниматель?

08 ноября 2014 г.

Предприниматель сăмаха вырăсла-чăвашла словарьте "ĕç пуçаруçи, харпăр-хăй укçа-тенкипе суту-илỹ е производство йĕркелекен" тесе куçарнă. Çавăнпа та хăшĕ-пĕри предпринимателе "купи-продай" (чăвашла - туян та сут) шайне лартнипе пĕрре те килĕшес килмест. Пĕр вунă çул каялла вĕсене "спекулянт" тесе те кỹрентеретчĕç. Ман шутпа, çак сăмаха каличчен предприниматель çăкăрĕ мĕн тути каланине пĕлмелле: пылак-и вăл е чăтма çук йỹçĕ? Ытларах чухне пылак мар çав, тăварлă, тар тути калать. Ырлăх-пурлăха тар тăкса ĕçлемесĕр тума çук. Аса илер-ха: юлашки вунă-вун пилĕк çул хушшинче районти вун-вун çын предприниматель ĕçне пуçăнса пăхрĕ, анчах ăнтарайманнипе, йывăрлăхсене тỹсейменнипе алă сулчĕ. Чи пултаруллисемпе çирĕпписем çеç аталанса вăй илчĕç. Шел те, вĕсен хушшинче çĕнĕ производство йĕркелесе çынсем валли ĕç вырăнĕ туса хунисем ытла та сахал çав. Район администрацийĕн экономика пайĕн пуçлăхĕ Эльвира Жамкова каланă тăрăх, кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхĕн 288 субъекчĕ шутланнă: 41 пĕчĕк предприятипе 247 уйрăм предприниматель. Вулакансенчен хăшĕ-пĕри фермер та предприниматель пулнине пĕлмест те пулĕ. Вĕсем районта утмăл иккĕн. Статья пуçламăшĕнче "ĕç пуçаруçи" тесе çырни шăпах фермера пырса тивет. Фермер хуçалăхĕ - ĕлĕкхи пĕчĕк колхоз пекех: çĕр ĕçĕпе те, выльăх-чĕрлĕх отраслĕпе те тăрăшмалла, мĕнле те пулин çĕнĕ техника туянассишĕн тапаçланмалла... Районта Олег Хлюкин, Сергей Данилов, Геннадий Макаров, Валерий Симурзин, Андрей Юнкеров, Василий Павлов, Александр Сатеев, Михаил Алексеев тата ытти хăш-пĕр фермерсем ура çине çирĕп тăчĕç тесе калама пулать. Чăнах та, вĕсене те çăмăл мар-ха паян, анчах хресчен пурнăçĕ хăçан "пыл та çу" пулнă? Çулталăк пуçланнăранпа районта предпринимательсен йышне 39 çын хутшăннă, 26 предприниматель вара ĕçлеме пăрахнă. Çак йывăр та канăçсăр ĕçре пур çын та пултараймасть çав: ăсталăхпа çаврăнуçулăх та, çирĕп сывлăх та кирлĕ. Пĕтĕмпе вара предпринимательлĕх сферинче 1151 çын вăй хурать. Кăçалхи тăхăр уйăхра районти пĕчĕк предприятисем 111,4 миллион тенкĕлĕх тавар туса кăларнă е ĕç тунă. Ку кăтарту 2013 çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан 6,2 процент пысăкрах. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарассишĕн патшалăх та тăрăшать. Кредит уйăрса пани те - витĕмлĕ пулăшу. Шел, парăма парса татма çăмăл мар. Çавăнпа та предпринимательсем кивçене кĕресшĕнех мар, хăйсен вăйне ытларах шанаççĕ. Йывăр та халăхшăн кирлĕ ĕçре вĕсене чăтăмлăхпа тỹсĕмлĕх сунас килет.                                                                                                                   И.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика