08 ноября 2014 г.
Таврана каç ĕнтрĕкĕ çапнă. Васан ялĕнчи почтальонка Н.Еремеева Тукас вĕçĕнчи хĕвеле хирĕç ларакан кĕрхи сивĕпе тĕксĕмленнĕ чечексемлĕ капмар çурт патне пырса, кантăкран ерипен шаккарĕ. Сасса илтсе çỹллĕ те кĕрнеклĕ, хурарах мăйăхлă арçын - кил-хуçи Федор Егоров тухрĕ. - Федор Николаевич, Сире телеграмма,- сывлăх суннă май сăпайлăн пĕлтерчĕ почта ĕçченĕ. Почтальон парса хăварнă пысăк открыткăллă телеграммăна уçса вуласан, Федор Николаевичăн сăн-питĕнче савăнăç хĕлхемĕ палăрчĕ, пичĕ-куçĕ тулли телейпе çиçсе илчĕ. Шупашкарта пурăнакан, хăй вĕрентсе кăларнă Ярăслав хĕрĕ Алена Прокопьева саламлать иккен Федор Николаевича çуралнă кунĕ ячĕпе. Çапла, манмаççĕ хăйсен учительне тăван шкултан вĕренсе тухнисем. Çак кунсенче саламлă çырусем, ырлăх-сывлăх сунса тав туса çырнă телеграммăсем тăтăшах килсе тăраççĕ Васана. Сăлтавĕ паллă: хăйсене математика вĕрентекен учителĕн Федор Николаевич Егоровăн чаплă юбилей - ноябрĕн 6-мĕшĕнче 60 çул тултарать. Савăнтарать, мăнаçлантарать çакă вĕрентекене, хăйне манманшăн, асра тытнăшăн. Ф.Егоров 1954 çулхи ноябрĕн 6-мĕшĕнче Васан ялĕнчи колхозник çемйинче çуралнă. Ултă пĕр тăван - тăватă хĕрпе икĕ ывăл ỹссе çитĕннĕ нумай ачаллă кил-йышра. Ялти вăтам шкулăн 7 класне пĕтернĕ хыççăн, аслă ывăлне арифметикăпа математика енне ытларах туртăннине шута илсе, ашшĕ - Миккалай, Хĕветĕре Шупашкарти физикăпа математикăна тарăннăн вĕрентекен шкул-интерната илсе кайса вырнаçтарать. Ку вăл 1968 çулта пулнă. - Чăнах та çăмăлах марччĕ малтанхи вăхăтра аякри ялтан килнĕ хăюсăртарах ачана тĕп хулара,- аса илет халĕ Федор Николаевич. Математикăна тарăнрах алла илес кăмăл-туйăм пысăк пулни вун пиллĕкри çамрăка пур йывăрлăхсене те ăнăçлă çĕнтерсе пыма пулăшнă. Ятарлă интернат-шкулта виçĕ çул ăнăçлă вĕреннĕ хыççăн, вăтам шкул пĕтернине çирĕплетекен аттестат илет Хĕветĕр. 1972 çулта Васан каччи И.Яковлев ячĕпе хисепленекен педагогика институчĕн физикăпа математика факультечĕн студенчĕ пулса тăрать. Пединститутри студент пурнăçĕ сисĕнмесĕрех хыçа юлать. Çапла вара чун хавалĕпе ăнтăлнă ĕмĕт 1976 çулта пурнăçа кĕрет. Алла математика учителĕн дипломне илнĕ хыççăн Федор Николаевич направленипе тăван тăрăха - Палтиелĕнчи вăтам шкула ĕçлеме килет. Кунта вăл 1980 çулччен ачасене математика предметне вĕрентет. Палтиелĕнче ĕçленĕ хушăрах, 1979 çулта, Васанти вăтам шкул учительниципе, сăпайлă та ятлă-сумлă хĕрпе - Светлана Чеменевапа пĕрлешсе çемье çавăрать. Ф.Егоровăн пултарулăхĕпе ăсталăхне шута илсе ăна районти çут ĕç пайне инспектор пулма уйăрса лартаççĕ. Ку ĕçре те Федор Николаевич хăйне лайăх енчен кăна кăтартать. Ф.Егорова Васанти вăтам шкул директорĕн вĕрентỹпе воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ пулма куçараççĕ. 1998 çулччен пурнăçлать Федор Николаевич ку тивĕçе. Çак хушăра Васанти вăтам шкул районта нумай енĕпе чи лайăххисен шутне кĕрет. Тăван шкул пурнăçĕнчи ырă улшăнусенче Ф.Егоров завучăн тỹпи те пысăк пулнине шута илсе, 1998 çулта Федор Николаевича шкул директорĕ пулма çирĕплетеççĕ. Сакăр çул хушши туртать вăл йывăр та яваплă лава. Шкул директорĕн педагогикăпа воспитани ĕçĕсен ертỹçи çеç мар, хуçалăхпа коллектив хуçи те пулмалла-çке-ха. Ф.Егоров директорта ĕçленĕ çулсенче шăпах ача-пăчапа шкулсен учрежденийĕсенче газпа хутса ăшăтмалли тапхăр çине куçас юхăм пуçланать. Тĕрлĕ çĕре çитсе, сахал мар чупма, ăна-кăна тупма тата улăштарма тивет шкул çурт-йĕрне газпа хутса ăшăтма тытăниччен. Пур ĕçе те вăхăтра тата палăртнă стандартсемпе килĕшỹллĕн пурнăçлаççĕ васансем, ĕçпе техника хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнассине тĕпе хураççĕ. Кашни çумăр хыççăнах шыв аннипе тĕп шкул çурчĕн тăррине витсе улăштарма тивет. Ку ĕçре те сахал мар тимлет директор. Кунсăр пуçне шкула 20 гектар çĕр çирĕплетсе параççĕ. Ăна пушă вырттарас мар тесе Федор Николаевичăн педагог кăна мар, агроном та пулма тивет. Асăннă лаптăк çинче шкул столовăйĕ валли пахча-çимĕç, çĕр улми тата ытти культурăсем акса-лартса ỹстереççĕ. Ỹссе çитĕнекен ăрăва вĕрентсе воспитани панисĕр пуçне, ялпа çĕр ĕçне хăнăхтарасси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ шкулта. Çапла вара, Васан шкулĕнчи столовăйра ачасен апат хакĕ районти шкулсемпе танлаштарсан, чи йỹнни пулать. Шкула республикăри конкурсра çĕнтернĕшĕн "Шкул- ял хавалĕн управçи" номинацире диплом парса чыслаççĕ. 2006 çултанпа Ф.Егоров Васанти вăтам, каярахпа тулли мар вăтам шкулĕн математика учителĕнче вăй хурать. Уроксене вăл яланах методика тĕлĕшĕнчен çỹллĕ шайра ирттерет, педагогикăри çĕнĕ техгологисемпе тĕрлĕ хушма материалсемпе туллин усă курать. Вăл ертсе пыракан предметпа вĕренỹре ĕлкĕрсе пырайманнисем çук. Факультативлă занятисем ирттерес, тĕрлĕ олимпиадăсене хатĕрленес тĕлĕшпе те нумай тăрăшать.Унăн вĕренекенĕсем математикăпа ирттерекен олимпиадăсенче тăтăшах призлă вырăнсем йышăнаççĕ. Ф.Егоров ăста педагог çеç мар. Вăл спортпа та туслă. Уйрăмах волейбол вăййине юратать. Вăл ертсе пыракан Васан ялĕн волейбол команди районти акатуйсемпе ăмăртусенче яланах тенĕ пекех çĕнтерỹçĕсен шутне кĕрет. Ĕçне кура - хисепĕ. Педагогика сферинче 38 çул вăй хуракан Федор Николаевичăн пархатарлă та сăваплă ĕçне Раççей Федерацийĕн Çут ĕç министерствин тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотисене парса хакланă. Вăл çавăн пекех "Аслă категориллĕ учитель" ята та тивĕçнĕ. Федор Николаевичпа Светлана Дмитриевна пĕр хĕрпе икĕ ывăл çуратса ỹстернĕ. Виççĕшне те аслă пĕлỹ тата тивĕçлĕ воспитании панă. Аслă хĕрĕ Ирина - Шупашкарти поликлиникăри врач-стоматолог. Ывăлĕ - Владимир - Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕпе суту-илỹ министерствин пай пуçлăхĕ. Кĕçĕн ывăлĕ Сергей - юрист, Шупашкар хула администрацийĕнче ĕçлет. Вĕсем тăтăшах тăван киле килсе ашшĕ-амăшне пулăшаççĕ. Егорова 60 çул тултарнă ятпа ăшшăн саламлатпăр. Чаплă юбилейпе Федор Николаевича çывăх тăванĕсемпе пĕрле Шăмăршăпа Тури Чаткасри хăти-тăхлаччĕшĕсем ăшшăн-ăшшăн саламлаççĕ, çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, вăрăм кун-çул сунаççĕ. П. ФОМИН, Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.