Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕнеке хыççăн кĕнеке (И.Лисаев писатель çуралнăранпа 75 çул çитнĕ май)

08 ноября 2014 г.

Шăмăршă тăрăхне килсен район хаçачĕн редакцине кĕрсе тухмасăр каймастчĕ вăл. Шăпах çакăнта паллашнăччĕ унпа - чăвашсен паллă писателĕпе Иван Лисаевпа. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Хирлỹкасси ялĕнче кун çути курнă пулас çыравçă. Тăван ялтан пуçланнă пурнăç сукмакĕ вара ăна пыра-киле анлă çул çине кăларнă. Ахăртнех, çамрăк чухне, Иванра учитель пулас туртăм та пулнах пулĕ çав: çичĕ çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухсан, Етĕрнери педагогика училищине çул тытнă. Алла диплом илсен аслă пионер вожатăй, физкультура учителĕ пулса ĕçленĕ. Шкулта тăрăшнă чух Иван Иванович алăран ручка яман - унсăрăн ăна 1960 çулта Хĕрлĕ Чутай район хаçатне чĕнсе илмен те пулĕччĕç. Спортран та аякра тăман çамрăк Хĕрлĕ Чутай тата Çĕмĕрле районĕсенче "Урожай" спорт обществин председателĕ те пулнă. 1963 çулта И.Лисаев Шупашкара куçса килнĕ, "Молодой коммунист" хаçатра ĕçлеме тытăннă, çулталăкран каллех тăван тăрăха таврăннă, темиçе çул шкулта ĕçленĕ. Кайран - Шупашкарти нумай тиражлă "Знамя строителя" хаçат редакторĕ. 1975 çултанпа писатель "Ялав" журнал сотрудникĕ, яваплă секретарĕ, "Тăван Атăл" альманах редакторĕн çумĕ. Литература ĕçне çыравçă очерксенчен пуçланă, вĕсенчен нумайăшĕ 1966 çулта уйрăм кĕнекен пичетленсе тухнă. Кайран вара - кĕнеке хыççăн кĕнеке: калавсем, повеçсем. И.Лисаевăн произведенийĕсен теми тĕрлĕ енлĕ, вĕсенчи сăнарсем - халăх хушшинчен, шухăшласа кăларнисем мар. Çавăнпах вĕсем вулакансене çывăх. Çыравçăн чĕлхи хăйне евĕрлĕ пулнине палăртса хăвармаллах пулĕ. Писателĕн пултарулăхĕ "Вун пиллĕкре эпĕ, комбат", "Вĕçет кайăк кăвакал", "Чỹречерен хурăн шаккать", "Ирт, купăсçă, маларах", "Тупă сасси илтĕнместчĕ" кĕнекесенче питĕ лайăх палăрать. Вулакансем те, критиксем те унăн "Тивĕç" романне пысăк хак пачĕç, пурнăçа, çынсен шăписене çĕнĕлле уçса кăтартнине палăртрĕç. 75 çул тултарчĕ пулин те 1977 çултанпа СССР Писательсен союзĕн членĕ И.Лисаев чунпа çамрăк-ха. Унăн ĕç сĕтелĕ çинче - çĕнĕрен те çĕнĕ ал çырăвĕсем. Вĕсем кĕçех кĕнекесем пулса вулакансем патне çитес иккĕленỹ çук.                                                                 УЛА ТИМĔР.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика