08 ноября 2014 г.
Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕн кăтартăвĕсем шухăша яраççĕ: çĕр çинче табак туртнипе пуçланнă чирсене пула çулталăкра 5 миллион ытла çын вилет. Раççейре - çулталăкра 400 пин çын. Тĕнчере çынсен 28 проценчĕ туртать. Раççейре сиенлĕ çак йăлапа арçынсен - 60 ытла проценчĕ, хĕрарăмсен 30 яхăн проценчĕ туслă. Ятарласа ирттернĕ ыйтăм тăрăх Чăваш Енре пурăнакансен 40 проценчĕ пирус туртни паллă. Шăмăршă районĕнчи кăтартусем те çавнашкал. Чи хăрушши - чĕлĕмçĕсен ретне çул çитмен çамрăксемпе ачасем те тăни. Вĕсенчен 15 проценчĕ 10 çул тултаричченех сигарет хыпнă. Шкула çỹрекен арçын ачасен - 35 проценчĕ, хĕрачасен 20 проценчĕ ялан туртать, 80 проценчĕ çитĕнсе çитсен те çак йăлана пăрахмасть. Çул çитмен çамрăк туртни çав тери сиенлине унăн кĕлетке ỹсĕмĕ, ăс-тăн аталанăвĕ чарăнса ларни те çирĕплетет. Паллах, ашшĕ-амăшĕ ачи туртнине сиссен тивĕçлĕ мерăсем йышăнма тăрăшать. Чылайăшĕ тỹрех пиçиххи ярса тытать, кĕсйисене ухтарма тытăнать. Ачи вара суйма, сигарета пытарма, вăрттăн туртма пуçлать. Аслисен çак лару-тăрура хăйсене тĕрĕс тытмалла, тỹрех кăшкăрса-вăрçса тăкмалла мар. Ачапа çывăхланма унпа тĕрлĕ ыйтупа ытларах калаçмалла, чунĕнче мĕн пуррине пĕлмелле. Чылай чухне ача сигарет килĕшнипе мар, çитĕннисен тĕнчине хăвăртрах кĕрес килнипе туртать. Çавăнпа вăл ашшĕ-амăшĕн хỹтлĕхне туйса тăни, вĕсене кирек мĕнле ыйтупа та шанма пултарни пĕлтерĕшлĕ. Сиенлĕ хăнăхуран хăтăлас текен чылай, анчах пурте тỹсĕмлĕх çитереймест. Статистика вара шелсĕр çапла палăртать: усал шыççа пула вилнисен - 85 проценчĕ, инфарктран вилнисен 25 проценчĕ табакпа питĕ туслă пулнă. Туртакансен "професси" чирĕ - юн тымарĕсене сиенлекен эндеартериит. Малтан - ура ыратма, унтан уксаклаттарма пуçлать, кайран трофика язвипе гангрена аталанаççĕ. Шел те, чир вăйлансан урана татма тивет, пурнăç вăтамран 15 çул кĕскелет. Арçынсен ар вăйсăрлăхĕн 11 проценчĕ пирус туртнин витĕмĕпе çыхăннă. Çавăн пекех пирус тĕтĕмĕпе тăтăшах сывлама тивни те питĕ сиенлĕ.