08 ноября 2014 г.
Чи малтанах хăвăрăн сывлăха, чуна аркатма чарăнмалла. Мĕншĕн тесен туртни - аркату, хỹтлĕх инстинктне хирĕç пыракан меслетсенчен пĕри. Табак компанийĕсем сирĕнпе усă курса нумай-нумай миллиард тупăш илеççĕ. Эсир вара сывлăха 100 проценчĕпех çухататăр, укçа енчĕкне пушататăр. Кỹренмелле мар-и? Хăвăра юратма, хисеплеме тытăнмалла. Хăвăра сиен кỹрекен пĕр ĕç те тумалла мар. Вăй-хала, тỹсĕмлĕхе çирĕплетсе туххăмрах пăрахмашкăн пулать. Фармацевтикăн хальхи хатĕрĕсем те пулăшма пултараççĕ. Сиенлĕ йăларан майĕпен, сигарет шутне куллен чакарса, сивĕнме пулать. Туртас килнине чăмлакпа, леденецпа, чейпе,кофепе ирттерме май пур. Асра тытăр, сигарет туртăмĕ 5-10 минута кăна пырать. Çапах ниепле те туртма пăрахаймастăр пулсан пăшăрханса ан ỹкĕр. Наркологсемпе, психотерапевтсемпе канашлăр. Вĕсем сирĕн валли сипленме тата кăмăла çирĕплетме пулăшакан ятарлă программăсем хатĕрлесе парĕç. Е.ДОЛГОВА, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ.