Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Грипп ан сарăлтăр тесе

08 ноября 2014 г.

Октябрĕн 28-мĕшĕнче район администрацийĕнче районти эпидемие хирĕç кĕрешекен тата санитари комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Унта "2014-2015 çулсенчи сезон вăхăтĕнче гриппа ОРВИ чирĕсене хирĕç профилактика ĕçне вăйлатасси çинчен" ыйту пăхса тухнă. Гриппа ОРВИ чирĕсем ан сарăлччĕр тесе туса ирттерекен мероприятисемпе район больницин тĕп врачĕн çумĕ Н.Ильина тата Роспотребнадзор Управленийĕн Патăрьелĕнчи территори уйрăмĕн специалисчĕ А.Савельева паллаштарнă. Вĕсем пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан районта ОРВИ чирĕпе чирлесси 1,8 хут чакнă. Вируслă инфекци ернисен 43,8 проценчĕ - 17 çултан çамрăкрах ачасем. Сентябрь уйăхĕнче ОРВИ чирĕпе чирленĕ 18 тĕслĕх (пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан - 2,3 хут сахалрах) тупса палăртнă. Январь-сентябрь уйăхĕсенче бактериллĕ пневмонипе чирленĕ 68 тĕслĕх (ỹсĕм - 1,2 хут) шута илнĕ. 2013-2014 çулсенчи эпидеми сезонĕ вăхăтĕнче районта грипп ересрен 3661 çынна вакцинаци тунă, çав шутра садике çỹрекен ачасем - 440-ĕн, шкул ачисем - 1001-ĕн, вĕренỹ учрежденийĕсенче ĕçлекенсем - 306-ăн. 2014-2015 çулсенчи эпидеми сезонĕ вăхăтĕнче 4120 çынна - район çыннисен 30 процентне - вакцинаци тума палăртнă. Çитĕннисене грипа хирĕçле вакцинаци тумалли 3830 доза "Гриппол" вакцина кỹрсе килнĕ ĕнтĕ. Комисси гриппа ОРВИ чирĕсем ан сарăлччĕр тесе пофилактикăпа эпидемие хирĕçле мероприятисене пĕр тĕллевлĕн туса пымаллине , халăх хушшинче ăнлантару ĕçне вăйлатмаллине палăртса хăварнă. Комисси ларăвĕн ĕçне унăн председателĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Петьков ертсе пынă.                          А.САВЕЛЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика