12 ноября 2014 г.
Ноябрĕн 10-мĕшĕнче ЧР Правительствин Председателĕ Иван Моторин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертỹçисемпе канашлу ирттернĕ. Муркаш районĕнчи Шомик ялĕнче ачасен сывлăха çирĕплетмелли лагерĕсем валли тасатмалли сооруженисем тăвасси çинчен строительство министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Безруков каласа кăтартнă. Шомик ялĕнче 4 лагерь ĕçлет: Шупашкар хулинчи ачасен сывлăхне çирĕплетмелли "Березка" диспансер, ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин республикăри ачасен "Лесная сказка" санаторийĕ, ачасен сывлăхне çирĕплетмелли "Солнышко" лагерь, "Утес" санатори. "Лесная сказка" лагерьте 2013 çулта тасатмалли сооруженисене хута янă. Строительство хакĕ - 10,83 млн тенкĕ. Ытти лагерьте тасатмалли сооруженисем тумалли хаксем енĕпе рынокри сĕнỹсене пăхса тухнă. Çитес çулта объектсене хута ярас тĕллевпе Иван Моторин çине тăрсах ĕçлеме хушнă. 2014-2015 çулсенчи кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта Чăваш Республикинчи шыв объекчĕсенче çынсен хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тĕлĕшпе йышăнакан мерăсем çинчен Чăваш Республикин Граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Вениамин Петров пĕлтернĕ. В.Петров палăртнă тăрăх - çулталăк пуçланнăранпа республикăри шывсем çинче 57 инкеке (пĕлтĕрхи çак вăхăтра - 62) регистрациленĕ, унта 50 çын путса вилнĕ, çав йышра 9 ача (пĕлтĕрхи çак тапхăрта - 56, çав йышра 10 ача). Вăрнар, Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар, Етĕрне районĕсенче тата Шупашкар хулинче инкек ытларах пулнă. Чăваш Республикин Хăй тĕллĕн çỹрекен машинăсене тата ытти техникăна техника тĕлĕшĕнчен тĕрĕслекен патшалăх инспекцийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Евгений Еландаев техникăн çулленхи техосмотрне пĕтĕмлетнĕ. Евгений Еландаев çавăн пекех ял хуçалăх предприятийĕсен, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен, АПК предприятийĕсемпе организацийĕсен хушшинче хĕллехи тапхăрта техника управне йĕркелес енĕпе республикăри смотр-конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарнă. А.ЛЬВОВА.