Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван уй-хир, сана юратрăм…

12 ноября 2014 г.

Тăван уй-хир, сана юратрăм…

Тулта - хура кĕркунне. Çут çанталăк хĕл ытамне кĕме хатĕрленет. Часах акă тавралăх шап-шурă юрпа витĕнĕ. Кĕркунне хресчен кĕлетре мĕн пуррине шутлать. Çулне кура, уй-хир мана кỹрентермерĕ. Тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсене 475 гектар акнăччĕ пулсан, кашни гектартан вăтамран 23,5 центнер тухăç илтĕм. Культурăсем тăрăх шутласан, кĕрхи тулă гектартан 20,5, çурхи тулă 25,2, урпа 23,3, пăрçа 15 центнер тухрĕ. Çавăн пекех 15 гектар çĕр улми, 2 гектар хĕрлĕ чĕкĕнтĕр çитĕнтернĕччĕ. "Иккĕмĕш çăкăра" гектартан 160-шар, чĕкĕнтĕре 110-шар центнер пуçтарса кĕртрĕмĕр. Силослăх акнă кукуруза гектартан 185-шер, пĕр çул ỹсекен курăксем 25-шер, нумай çул ỹсекен курăксем 30-шар центнер тухрĕç. Çитес çур аки валли хамăра кирлинчен ытлашшипех вăрлăх хатĕрленĕ, мĕн пур лаптăк çинче кĕрхи çĕртме сухи туса хăварнă. Хуçалăхăм пысăках мар пулин те, уй-хирти мĕн пур ĕçе агротехника правилисем ыйтнă пек тума тăрăшатăп, çĕр ĕç культурине çирĕп пăхăнатăп. Минерал удобренийĕсемсĕр пысăк тухăç илме май çуккине шута илсе, "çĕр çăкăрне" май пур таран ытларах туянатăп. Çавăн пекех çĕнĕ, пысăк репродукциллĕ вăрлăхсене çеç акма тăрăшатăп. Ял ĕçченĕсен уявĕнче мана район администрацийĕн Хисеп грамотипе чыслани кăмăла çĕклерĕ, çитес çул уй-хиртен пысăк тухăç илессишĕн тата та ытларах тăрăшма хавхалантарчĕ.                                                                      В.ПАВЛОВ, фермер.                                                                                                                                                                       Хĕрлĕ Васан паççулкки.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика