03 декабря 2014 г.
![Илем кỹреççĕ тăван ялне Илем кỹреççĕ тăван ялне](../UserFiles/news/20141204/lavrentjevsem_Preview(1).jpg)
Ноябрĕн 28-мĕшĕнче Шупашкарта, Ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче республикăра иртнĕ "Çулталăк çемйи - 2014" конкурс кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Шăмăршă районĕн чысне конкурсра Карапай Шăмăршăри Лаврентьевсен çемйи хỹтĕленĕ. Сергей Исааковичпа Наталья Михайловна телейлĕ çемье çавăрнăранпа 18 çул çитнĕ. Икĕ ача çуратса ỹстереççĕ. Çемьере яланах телей шевли çуталса тăрать, Лаврентьевсенчен пĕтĕм ял ырă тĕслĕх илет. Сергей Исаакович стройкăра, Наталья Михайловна Карапай Шăмăршăри психоневрологи интернатĕнче ĕçлеççĕ. Коллективра вĕсене тивĕçлипе хисеплеççĕ. Килти хушма хуçалăхра ĕне, пăрусем, сысна çурисем çитĕн-тереççĕ, пыл хурчĕсем ĕрчетеççĕ. Лаврентьевсен ачисем те маттур. Саша - Шупашкарти строительствăпа хула хуçалăхĕн техникумĕн студенчĕ. Пĕтĕм Раççейри конкурс лауреачĕ, йывăçран тĕрлĕ япаласем касса ăсталать. Анна ялти шкулăн 7 класĕнче вĕренет. Яланах предмет олимпиадисене хутшăнать, республикăри "Хĕллехи фантази" фестивальте II степень Диплома тивĕçнĕ. Лаврентьевсем районти "Çамрăк çемье", "Чи лайăх килти хушма хуçалăх" конкурссенче те палăрнă. Республикăри "Чи лайăх çамрăк çемье - 2009" конкурса хутшăннă.
Н.ХВАНДЕЕВА.