Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации

Найти

06 декабря 2014 г.

Ан ỹркен кăна

Кăçалхи декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта ĕçсĕр тăрса юлнă 38 çынна шута илнĕ.

Подробнее...

06 декабря 2014 г.

Вут-кăвартан асăрхануллă пулăр

Çанталăк сивĕтнĕ май, ялсенче пушар тухас хăрушлăх та ỹсет. Вут-кăвар алхаснин тĕп сăлтавĕсенчен пĕри - кăмакасем юсавсăр пулни

Подробнее...

06 декабря 2014 г.

Укçапа кирек хăçан та усă курма юрать

Çĕршывăн 2015-2017 çулсенчи бюджетне çирĕплетнĕ май амăшĕн капиталĕн темине массăллă информаци хатĕрĕсенче пуçаруллă сỹтсе яврĕç.

Подробнее...

06 декабря 2014 г.

Турăм, лартрăм, шурă пỹрт…

Çурт лартма çамрăксене патшалăх пулăшу парать-ши? Ял çыннисем мĕнле программăсемпе усă курма пултараççĕ?

Подробнее...

06 декабря 2014 г.

"Эс - пĕччен мар…"

Декабрĕн 3-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчипех , çав шутра пирĕн çĕршывра та Инвалидсен кунне паллă тунă. Çак ятпа пирĕн районта та культурăпа спорт тата кану мероприятийĕсем иртнĕ, сывлăх енчен хевтесĕр çынсем общество хăйсемшĕн тăрăшнине, вĕсене пурте ырă суннине куçпа курса ĕненнĕ.

Подробнее...

06 декабря 2014 г.

Инвалидсене - тивĕçлĕ вырăн

РФ Президенчĕн В.Путинăн "Патшалăхăн социаллă политикине пурнăçламалли мерăсем çинчен" 597-мĕш Указĕпе килĕшỹллĕн Чăваш Енре инвалидсене ĕçпе тивĕçтермелли тата вĕсене обществăра интеграцилемелли мерăсен комплексне туса хатĕрленĕ.

Подробнее...

06 декабря 2014 г.

Йывăрлăхсене çĕнтерсе - малалла

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.В. Путин Федераци Пухăвне янă Çырупа телевизор умĕнче ларса паллашрăм. Владимир Владимирович çĕршывăн шалти тата тулашри политикипе тĕплĕн паллаштарчĕ, çивĕч ыйтусене çĕклерĕ. Президент сăмахĕсем Раççей халăхне чăтăмлă та тỹсĕмлĕ пулма, çĕршыва чĕререн юратма, йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма хавхалантарма тивĕç.

Подробнее...

06 декабря 2014 г.

Паллă мар салтака асăнса

Декабрĕн 3-мĕшĕнче пирĕн çĕршывра пĕрремĕш хут Паллă мар салтакăн кунне ирттернĕ.

Подробнее...

03 декабря 2014 г.

Çулталăкри чи паллă çын кам пулĕ?

Тăванăмăрсем, 2014 çул - Лаша çулĕ вĕçленсе пырать. Ырă йăлана тĕпе хурса, "Шăмăршă хыпарĕ" хаçат редакцийĕ "Çулталăкри чи паллă çын" ятпа ыйту-тĕпчев ирттерет.

Подробнее...

03 декабря 2014 г.

Пирĕн ялти ăстасем

Асанкасси ялĕ алă ăстисемпе пуян. Ĕлĕкех те пирĕн ялта ăстасем чылай пулнă, халĕ те нумай. Акă илер-ха А.В.Юманова, З.Н.Драгунова, З.М.Долгова, Л.А.Белякова тĕрĕ ăстисене.

Подробнее...

03 декабря 2014 г.

Шăмăршă паттăрĕ - Германире те паттăр

Ноябрĕн 20-24-мĕшĕсенче Германири Гамбург хулинче кире пуканĕ йăтса мала тухассишĕн Тĕнче чемпионачĕ иртнĕ. Раççей командин йышĕнче унта пирĕн ентеш, Тĕнче тата Раççей чемпионĕ Владимир Шуряков та ăмăртнă. Шăмăршă паттăрĕ спорт ветеранĕсем хушшинчи ăмăртура пĕрремĕш вырăн йышăннă, чемпионăн Ылтăн медальне çĕнсе илнĕ.

Подробнее...

03 декабря 2014 г.

Микихвер çăлĕ

Иртнĕ ĕмĕрĕн 20-30-мĕш çулĕсенче Васан ялĕнчи Шăрчăккассинче пурăнакан Андреев Çитăркка вăтам хресченĕн хуçалăхĕ ялта чи тĕреклисен шутĕнче пулнă. Унăн хăй тăрăшнипе туса хута янă çил арманĕ, кĕрпе тăвакан, çу юхтаракан армансем тата çăм таптаракан машина пулнă.

Подробнее...

03 декабря 2014 г.

Николай ЧАМЕЕВ: "Салтак служби - чăн-чăн арçынсем валли"

"Шăмăршă хыпарĕ" хаçатăн кăçалхи майăн 8-мĕшĕнчи номерĕнче "Кивĕ Чукал каччи Çĕнтерỹ парадне хутшăнать" статья пичетленнĕччĕ. Унта Кивĕ Чукалта çуралса ỹснĕ, 2-мĕш гварди Таманск дивизийĕнче службăра тăракан Николай Чамеев Мускаври Çĕнтерỹ парадне хутшăнасси çинчен çырнăччĕ.

Подробнее...

03 декабря 2014 г.

Хĕвел ансан Хĕветĕр дружинник пулса тухрĕ те…

Чăваш Республикин Правительствин кăçалхи ноябрĕн 26-мĕшĕнче пулса иртнĕ ларăвĕнче каллех ирĕклĕ халăх дружинисем йĕркелес ыйтăва çивĕч лартнă, ку тĕлĕшпе ятарласа йышăннă саккун проектне сỹтсе явма сĕннĕ. Çак проектра республикăри патшалăх влаçĕпе вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем граждансене обществăлла йĕркелĕхе сыхлама хутшăнтармалли майсемпе, халăх дружинникĕн удостоверенийĕн тата кăкăр çине çакмалли паллăн тĕслĕхĕпе, дружинниксене çăмăллăхсемпе компенсаци памалли йĕркепе паллаштарнă.

Подробнее...

03 декабря 2014 г.

Воин-интернационалистсене чысларĕç

Совет çарĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа 25 çул çитнĕ май, çĕршывра воин-интернационалистсене ятарласа кăларнă асăну медалĕпе чыслаççĕ. Çак кунсенче пирĕн районтан Афган вăрçине хутшăннисем те хăйсен пухăвне пуçтарăнчĕç.

Подробнее...

03 декабря 2014 г.

Инвалидсем валли - ĕç вырăнĕсем

Чăваш Енре кăçал инвалидсем валли ятарлă 326 ĕç вырăнĕ туса хунă.

Подробнее...

03 декабря 2014 г.

Халăх фрончĕн ĕçĕпе паллаштарнă

Чăваш патшалăх филармонийĕнче Пĕтĕм Раççейри Халăх фрончĕн регионти уйрăмĕн иккĕмĕш форумне хутшăннисем пресс-конференци ирттернĕ.

Подробнее...

03 декабря 2014 г.

Илем кỹреççĕ тăван ялне

Ноябрĕн 28-мĕшĕнче Шупашкарта, Ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче республикăра иртнĕ "Çулталăк çемйи - 2014" конкурс кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Шăмăршă районĕн чысне конкурсра Карапай Шăмăршăри Лаврентьевсен çемйи хỹтĕленĕ.

Подробнее...

29 ноября 2014 г.

Курение в постели приводит к пожару

Небрежно брошенные непотушенная спичка: окурок сигареты… Многие считают это фактом: не заслуживающим внимания. У некоторых людей эта привычка настолько укоренилась: что они просто не замечают за собой этого недостатка. Но так ли безобидны на самом деле непотушенные сигарета: спичка?

Подробнее...

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика