Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации

Найти

29 ноября 2014 г.

Лаша лайăх-и? Ĕне лайăх-и?

"Маншăн пулсан, лаша лайăх, ĕне те пулсан - тата та лайăхрах", - терĕ йăл кулса Анат Чаткасра пурăнакан Юрий Нянин.

Подробнее...

29 ноября 2014 г.

Спорта юрататăн - сывлăхлă пулатăн

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2014 çулхи мартăн 20-мĕшĕнчи "Сывлăхпа спорт кунĕ çинчен" Указне пурнăçласа, Шăмăршă районĕнче иртнĕ шăматкун Сывлăхпа спорт кунĕ пулчĕ.

Подробнее...

29 ноября 2014 г.

Выçă пулсан та, юрланă, юратнă …

Эпĕ çамрăк çын мар ĕнтĕ, сакăрвунă çула та хыçала хăвартăм. Çавăнпа та хам ача чухнехи тата çамрăк вăхăтри çулсене аса илсе кăштах та пулин çырса хăварас килет. Ман шутпа, кашни ватă çыннăнах çамрăксене каласа хăвармалли пур, çак ырă ĕçе пурнăçлама кая юлас марччĕ. Вăрçă Çулĕсем... Çав тери йывăр вăхăт. Ялта хăрушă выçлăх хуçаланать, "вилĕм çави" хăратсах тăрать.

Подробнее...

29 ноября 2014 г.

Хăрушă чиртен сыхланмалла

Çак чир пĕтĕм тĕнчипе сарăлнă. Пурнăçшăн хăрушлăх кỹрекен чиртен - СПИДран сывалма май паракан эффективлă препарата хальлĕхе тĕнчере шутласа тупайман-ха. СПИДпа кĕрешес тата профилактика ирттерес тĕлĕшпе ĕçлекен республикăри центр кăтартăвĕсем тăрăх, Чăваш Енре паянхи кун тĕлне пурĕ 1383 çын ВИЧ чирĕпе пурăнать. 2014 çулта тата 124 çын тупнă (2013 çулта - 114).

Подробнее...

29 ноября 2014 г.

Хисеплĕр ăна пурăннă чухне…

Эпĕ "Шăмăршă хыпарĕ" хаçатра пичетленсе тухнă "Анне киле таврăнать..." статьяна куççуль витĕр вуласа тухрăм. Тĕрĕс çырать И.Саландаев журналист: хальхи вăхăтра нумайăшĕн чĕри хытнă, çуратса ỹстернĕ аннене юратма, хисеплеме пĕлместпĕр. Ачисем чĕрĕ-сывă чухне амăшне пăхманни, пулăшманни вăл, ман шутпа, çĕр çинчи чи пысăк çылăхсенчен пĕри.

Подробнее...

29 ноября 2014 г.

Лар, аннеçĕм, юнашар…

АННЕ... Çуратнăшăн, юратнăшăн, ăс парса ỹстернĕшĕн нихçан татăлса пĕтейми пысăк парăмра эпир ун умĕнче.

Подробнее...

29 ноября 2014 г.

"Чăваш Республикин Президенчĕн 2011 çулхи октябрĕн 7-мĕшĕнчи 90 №-лĕ Указне улшăнусем кĕртесси çинчен" Указĕ тĕлĕшпе комментари

Паян республикăра пурăнакан кашни пиллĕкмĕш çын - пенсионер. Аслă ăру çыннисене патшалăх енчен пулăшас тата пурăнма тивĕçлĕ условисем туса парас тĕллевпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ 2014 çулхи ноябрĕн 26-мĕшĕнче "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята илме тивĕçмелли ĕç стажĕн виçине 2,5 çул чакарасси çинчен Указ йышăнчĕ.

Подробнее...

29 ноября 2014 г.

"Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçнисем

Ĕç стажне шута илсе, 2011 çултан пуçласа кăçалхи ноябрĕн 27-мĕшĕ тĕлне районти 285 çын "Чăваш Рес-публикин ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ.

Подробнее...

29 ноября 2014 г.

Депутат йышăну йĕркеленĕ

Ноябрĕн 25-мĕшĕнче "Единая Россия" партин вырăнти уйрăмĕн пỹлĕмĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашне "Единая Россия" партин пĕрлехи суйлав округĕнчен суйланă депутат Генрих Васильев районти граждансене харпăр-хăй ыйтăвĕпе йышăннă.

Подробнее...

29 ноября 2014 г.

Сиртен хакли никам та çук

Анне - пурнăç илемĕ, унăн чун ăшши пурин валли те çитет. "Анне" сăмах - вышкайсăр, ĕмĕрех сăваплă.

Подробнее...

26 ноября 2014 г.

Вăл лартнă йывăçсем

Пуянкассинчи тулли мар вăтам шкул çурчĕ ял варринче вырнаçнă. Çуркунне кăнтăр тата хĕвел тухăç енчен шурă-кĕрен çеçкеллĕ панулми йывăççисем илем кỹреççĕ ăна, çулла вара - тĕрлĕ тĕслĕ чечексем. Шкул умĕнче - тỹпене кармашакан йăрăс хурăнсем.

Подробнее...

26 ноября 2014 г.

Нимĕнпе те виçейми ăсталăх

Тепĕр тăватă çултан К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрне йĕркеленнĕренпе 100 çул çитет. Çак хушăра вăл чăннипех те халăх юратакан театр пулса тăчĕ, ăна нумай çул хушши пирĕн ентеш, Виçпỹрт Шăмăршăра çуралса ỹснĕ СССР халăх артисчĕ В.Яковлев ăнăçлă ертсе пырать.

Подробнее...

26 ноября 2014 г.

Хаклă кукаçейĕм, мухтанатăп санпа!

Манăн кукаçей - Иван Ананьевич Кириллов 1926 çулта Кивĕ Чукал ялĕнче çуралнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хăйĕн ирĕкĕпе 1943 çулта тухса кайнă.

Подробнее...

26 ноября 2014 г.

Царь-освободитель в чувашской глубинке

В 1913 году в селе Трехизб-Шемурша Буинского уезда Симбирской губернии (ныне Чувашской Республики) был открыт памятник императору Александру II. В истории Шемуршинского края село Трехизб-Шемурша занимает особое место.

Подробнее...

26 ноября 2014 г.

Упăшка çемьене мар, "çуттине" юратать…

Эпĕ качча тухнăранпа 16 çул çитет. Упăшкапа икĕ ача çитĕнтеретпĕр. Юлашки вăхăтра мăшăрăм эрех ĕçме пуçлани хытах пăшăрхантарать мана.

Подробнее...

26 ноября 2014 г.

Вăрманта ешертĕр чăрăш…

Çĕнĕ çул уявĕсем çывхарнă май, "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕ "Бросьте елочке спасательный круг" ятлă акци ирттерет.

Подробнее...

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика