Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации

Найти

27 декабря 2014 г.

Преми укçипе - ача сачĕ

Декабрĕн 25-мĕшĕнче Шупашкарта пĕр харăсах 4 ача садне савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Вĕсенчен пĕрне - 240 вырăнлă "Непоседы" ача садне - çурт тăвакан организацирен Чăваш Ен Министрсен Кабинечĕ эффективлă ĕçшĕн тивĕçнĕ Федераци премийĕн шучĕпе 139,2 миллион тенкĕ тỹлесе туяннă.

Подробнее...

24 декабря 2014 г.

"Пирĕн сĕтел çинче - паха çимĕç кăна"

Унăн кил-çуртĕнче пур çĕрте те тирпейпе илем хуçаланать. Картишре те, лупас айĕнче те, çуллахи кухньăра та, выльăх апачĕ хатĕрлекен вырăнта та, пĕчĕк пỹртре те... калама çук хăтлă. Куçшăн та илем, чуншăн та хĕпĕртев. Ахальтен мар вăл "Чи тирпейлĕ кил-çурт" ята тивĕçнĕ. Сăмахăм Карапай Шăмăршăра пурăнакан Елена Федорова пирки.

Подробнее...

24 декабря 2014 г.

Культура çулĕнчен - Литература çулталăкне

Вăхăт йĕппи малаллах куçать. Çулталăк вĕçлениччен вăхăт нумаях юлмарĕ ĕнтĕ. Еплерех ирттернĕ-ха пирĕн районта Культура çулталăкне, мĕнле мероприятисемпе паллă юлнă? Кăçал культура сферинче çĕнĕлĕхсем пулнă-и? Çак тата ытти ыйтусем тавра пынă та ĕнтĕ пирĕн корреспондентпа районти организаципе методика центрĕн ертỹçи А.Петрова хушшинчи калаçу.

Подробнее...

24 декабря 2014 г.

Кашни сăвви - юрă (В.Урташ çуралнăранпа 90 çул çитнĕ май)

Чăннипех те çапла: вăл кашни сăввинех юрă валли çырнă тейĕн - вулама пуçлатăн та алăран ярас килмест. Ахальтен мар ĕнтĕ чăваш композиторĕсем ун сăввисем тăрăх юрă хыççăн юрă кĕвĕленĕ. Сăвăсен авторне - Валентин Урташа - халăхра поэт-юрăç тенĕ. Паллă сăвăç 1924 çулхи декабрĕн 20-мĕшĕнче Тутар АССРĕнчи Пăва районĕнчи Ракасси ялĕнче çуралнă.

Подробнее...

24 декабря 2014 г.

Уяв инкек ан кỹтĕр

Çапла калатпăр-ха та, анчах яланах кĕтнĕ пек килсе тухмасть: Çĕнĕ çулта ăçта-тăр инкек пулать-пулатех. Ытларахăшĕ хамăр тимсĕрлĕхпе çыхăннă - пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнмастпăр, йĕркене пăсатпăр.

Подробнее...

24 декабря 2014 г.

Виçĕ хутчен аманнă, каллех строя тăнă…

Юратнăран та юратнă мăнакка... Сăмахĕ те мĕнле вăл: "мăнакка" - мăн аппа. Çапла, çапла, эпĕ сире хамăн çывăхран та çывăх çыннăмăрăн кун-çулĕ çинчен каласа парасшăн. Кам-ха вăл манăн мăнакка? Вăл - Надежда Ивановна Чекушкина. Унăн пурнăçĕнче ырри те, начарри те юнашарах пулнă

Подробнее...

24 декабря 2014 г.

Менир Хамдеев: "Сисмерĕм те çулсем шунине"

Менир Хасензянович Хамдеев пирки "аслă" сăмаха калани юрăхлăрах пулĕ. Çак кунсенче вăл "Искра" колхоза (халĕ - ял хуçалăх кооперативĕ) ертсе пыма пуçланăранпа шăпах 25 çул çитрĕ. Районти ял хуçалăх предприятийĕсен хуçисем хушшинче Менир Хасензянович чухлĕ "тилхепе" тытса пыракансем урăх никам та çук. Апла пулсан, "чи асли" тесен пĕрре те йăнăшмăпăр.

Подробнее...

24 декабря 2014 г.

Фермерсене - патшалăх пулăшăвĕ

Нумаях пулмасть пирĕн районта черетлĕ Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Шупашкартан килнĕ информаци ушкăнĕнче пирĕн районта Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ - Экономика политикин, агропромышленноç комплексĕн тата экологи комитечĕн председателĕ О.Мешков та пулчĕ.

Подробнее...

24 декабря 2014 г.

Ачасене - Çĕнĕ çул парни

Çынна ырă туни ырăпах таврăнать. Йывăрлăх тỹсекенсене пулăшни вара уйрăмах сăваплă. Украинăри Донбаспа Луганск ачисене уйрăмах шел - вĕсем Çĕнĕ çул умĕн Хĕл мучи парнисемсĕр те тăрса юлма пултараççĕ.

Подробнее...

20 декабря 2014 г.

Пурнăçа илемлетет юрă-ташă

Культура çулталăкĕ хупăннине халалланă концерт программине курма халăх йышлă пухăнчĕ. Районти культура аталанăвĕн центрĕн залĕнче пĕр пушă вырăн та пулмарĕ темелле. Апла пулсан район çыннисем хамăр хушăрах ĕçлесе пурăнакан е шкулта вĕренекен сцена ăстисен юрри-ташшине, сăвви-такмакне чунтанах килĕштереççĕ, вĕсен пултарулăхне тивĕçлипе хакласа йышăнаççĕ.

Подробнее...

20 декабря 2014 г.

Культура учрежденийĕсене - сертификатсем

Юн кун, декабрĕн 17-мĕшĕнче, пирĕн районта черетлĕ Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртрĕ.

Подробнее...

17 декабря 2014 г.

Ĕçре те, спортра та хастар

Раççей Федерацийĕнчи патшалăх учрежденийĕсенче ĕçлекенсен профсоюз пĕрлешĕвĕн Уставĕпе килĕшỹллĕн, çак кунсенче Шăмăршăри пушар чаçĕнче ĕçлекенсен профсоюз организацийĕн отчетпа суйлав пухăвĕ иртрĕ.

Подробнее...

17 декабря 2014 г.

Николай Сандрейкин минометчик

Икĕ хутчен "Хĕрлĕ Çăлтăр" орден илме тивĕçлĕ пулнисем республикăра нумаях мар. Çак наградăпа вăрçăри паттăрлăхшăн чысланă çынсенчен пĕри - Пăчăрлă Пашьелĕнче çуралса ỹснĕ, кунтанах фронта тухса кайнă Николай Сандрейкин.

Подробнее...

17 декабря 2014 г.

Ăмăрту хыççăн ăмăрту

1997-1998 çулсенче çуралнă çамрăксем самбо енĕпе иртнĕ республика чемпионатне хутшăннă. Шăмăршă каччи Николай Шиллер 83 килограма çитичченхи виçере иккĕмĕш вырăн йышăннă.

Подробнее...

17 декабря 2014 г.

Каллех - Кубок

Тĕнче, Раççей тата Чăваш Республикин чемпионĕ, Шăмăршă районĕн хисеплĕ гражданинĕ Владимир Шуряков кăçал спортри çитĕнĕвĕсемпе тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерет.

Подробнее...

17 декабря 2014 г.

Аслă Çĕнтерĕве халалласа

Нимĕç фашисчĕсене пĕтĕмпех аркатса тăкнăранпа 70 çул çитнине халалласа конвертсемпе почта маркисен ỹкерчĕкĕсен Пĕтĕм Раççейри конкурсĕ старт илчĕ. Вăл виçĕ номинаципе иртет: "Астăватпăр! Мухтанатпăр!", "Аслă Çĕнтерỹ хакĕ" тата "Пире Астăвăма шанса панă".

Подробнее...

17 декабря 2014 г.

Бал ташши илемлĕ те асамлă…

Декабрĕн 9-мĕшĕнче Шупашкарти Ачасемпе çамрăксен пултарулăхĕн Керменĕнче кадетсен бал ташшисен регионсем хушшинчи VIII конкурсĕ иртнĕ.

Подробнее...

17 декабря 2014 г.

Унта - "шап!", кунта - "шап!"

Ача-пăчашăн çеç мар, çитĕннисемшĕн те Çĕнĕ çул - чи хаваслă уявсенчен пĕри. Акă мăнуксем тахçантанпах ĕнтĕ Хĕл Мучипе Юр пике пысăк михĕпе килрен киле парне валеçсе çỹрессе кĕтме тытăнчĕç.

Подробнее...

17 декабря 2014 г.

Феодор епископ - пирĕн районта

Улатăрпа Пăрачкав епархийĕн епископĕ Феодор тăтăшах пирĕн районти чиркỹсенче пулать, ытти священниксемпе пĕрле кĕлĕсем ирттерет, православи тĕнне ĕненекенсене Турă пилне парать.

Подробнее...

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика