Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации

Найти

31 января 2015 г.

Ĕç ăнса пырсан, чун савăнать

Чĕрĕк ĕмĕр каялла Карапай Шăмăршăри выльăх-чĕрлĕх фермин коллективĕн ячĕ хамăр районта çеç мар, республикăра та кĕрлесе çеç тăратчĕ. Ферма заведующийĕ М.Петьков та, Г.Елисеев тĕп зоотехник та, ытти хăшпĕр ĕçченсем те ял хуçалăхĕнчи хисеплĕ ятсене, орденсемпе медальсене тивĕçнĕччĕ. Карапай Шăмăршăра тăтăшах семинарсем иртетчĕç, малтисен опытне вĕренме килетчĕç.

Подробнее...

31 января 2015 г.

Хирте - çĕнĕ техника

Районти фермерсем тата уйрăм çынсем çĕнĕ ял хуçалăх техники туянма тăрăшаççĕ. Акă 2014 çулта 18 единица техника туяннă.

Подробнее...

31 января 2015 г.

Çул çитмен çамрăксене - кулленхи тимлĕх

Январĕн 19-мĕшĕнче çул çитмен çамрăксемпе тата вĕсен прависене хỹтĕлес енĕпе ĕçлекен районти комиссин черетлĕ ларăвĕ иртнĕ.

Подробнее...

31 января 2015 г.

55 çул - пĕрле

Кахăрлă Шăхалĕнчи Николай Ивановичпа Нина Васильевна Кузнецовсем пĕр çемьене пĕрлешнĕренпе 55 çул çитрĕ. 1960 çулхи январь уйăхĕ вĕсемшĕн ĕмĕрлĕхех асра юлнă - пĕр-пĕрне килĕштерекен çамрăксем ĕмĕрлĕхех юратнине саккунла майпа çырăнса çирĕплетнĕ.

Подробнее...

31 января 2015 г.

Илпек, Бараев, Лашман… Эпир сире манман!

Культурăран Литература çулталăкне куçрăмăр. РФ Президенчĕн В.Путинăн Указĕпе килĕшỹллĕн кăçалхи çул Литература çулталăкĕ шутланать. Чăваш Енре вара К.В.Иванов çулĕ тесе палăртнă. Ăна вилĕмсĕр поэма авторĕ 125 çул тултарнине халалланă. Кĕçнерникун - январĕн 29-мĕшĕнче - пирĕн районта та чаплă лару-тăрура Литературăпа К.В.Иванов çулталăкне уçрĕç.

Подробнее...

31 января 2015 г.

"Кĕнекеçĕсем çыраççĕ чăвашсен кунне-çулне…"

Январĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарта, Оперăпа балет театрĕнче Раççейре - Литература, Чăваш Республикинче Константин Иванов çулталăкне уçнă май кĕнекене юратмалли, калем ăстисен ĕçне хисеплемелли çинчен калаçрĕç. Тĕнчипе палăрнă çыравçăсемпе сăвăçсен ĕçĕсене сцена çине кăларни хăпартлантарчĕ.

Подробнее...

31 января 2015 г.

Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ

Январĕн 29-мĕшĕнче район администрацийĕн çуртĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ 34-мĕш ларăвĕ иртнĕ. Ларăва председатель пулса район пуçлăхĕ М.Хамдеев ертсе пынă.

Подробнее...

24 января 2015 г.

Чи хакли - халăх хисепĕ

"Хăйĕн ĕçне чун-чĕререн юратакан учитель умĕнче пирĕн çĕре çити тайăлса пуç таймалла" (Л.Н.Толстой).

Подробнее...

21 января 2015 г.

Наркотикпе вилĕм - пĕр тăвансем…

Наркомани сăмах грек чĕлхинчен куçарсан "ухмахланни, тĕлленни, иленни" тенине пĕлтерет. Наркомани вăл - наркотик хатĕрĕсемпе усă курнипе питĕ хăвăрт аталанакан хăрушă чир. Çын наркотик хатĕрĕпе пĕртен-пĕрре усă курсан та унăн тыткăнне çакланма пултарать.

Подробнее...

21 января 2015 г.

Айăпĕ - хамăртах

Пушар мĕнлерех инкек патне илсе çитерни каламасăрах паллă.

Подробнее...

21 января 2015 г.

Тухтăрпа пĕрле - çул çỹреве

Январĕн 17-мĕшĕнче Шăмăршă район больницинче "Тухтăрпа пĕрле - çул çỹреве" ятпа черетлĕ сывлăх акцийĕ иртрĕ. Çул çỹреве Н.Д.Ильина врач-терапевт ертсе пычĕ, чĕрепе унăн сосудисен чирĕсем пирки профилактика калаçăвĕ те ирттерчĕ.

Подробнее...

21 января 2015 г.

Ватти те, вĕтти те…

Нумаях пулмасть Кивĕ Шăмăршă ялĕнче Раштав уявне халалласа çулсерен иртекен йĕлтĕрçĕсен чупăвĕ иртрĕ.

Подробнее...

21 января 2015 г.

Йĕлтĕр йĕрĕ çинче

Январĕн 17-мĕшĕнче Шăмăршă çумĕнчи илемлĕ хыр вăрманĕнче чăннипех те спорт уявĕ пулчĕ. 120 ытла спортсмен йĕлтĕр çине тăрса "Туслăх" спорт шкулĕн парнисемшĕн кĕрешрĕ. Хамăр районти йĕлтĕрçĕсемсĕр пуçне кỹршĕллĕ Тутарстанри Çĕпрел районĕн тата Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕн командисем те килнĕччĕ.

Подробнее...

21 января 2015 г.

Поэта халалласа - илемлĕ открыткăсем

Чăваш республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2014 çулхи августра Указпа çирĕплетсех 2015 çула чăваш литературин классикĕн Константин Васильевич Ивановăн çулталăкĕ тесе палăртрĕ. Раççей почтин регионти филиалĕ тата Чăваш Республикин Культура министерстви К.В.Иванов поэт произведенийĕсем тăрăх почта открытки валли чи лайăх ỹкерчĕк хатĕрлес енĕпе конкурс ирттересси çинчен пĕлтереççĕ.

Подробнее...

21 января 2015 г.

Пĕр машинăпа пĕр лашаччĕ…

Аслă ăру çыннисем Шăмăршă районне пĕтерсе пĕрлехи Патăрьел районне туса хунине лайăх астăваççĕ-ха. Районсене пĕрлештернин усси нимĕн чухлĕ те пулман, çавăнпа та 1965 çул пуçламăшĕнче çĕнĕрен Шăмăршă районне чĕртсе тăратасси çинчен Указ йышăннине пурте чунтан савăнса кĕтсе илнĕ.

Подробнее...

21 января 2015 г.

Ĕçлекен çын чи хисепли пултăр

Иртнĕ шăмат кун республикăри массăллă информации хатĕрĕсенче ĕçлекенсемпе пичет ветеранĕсем Шупашкара пуçтарăнса Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсене уявларĕç. Уяв пуçланиччен республикăри тата районсенчи массăллă информаци хатĕрĕсен тĕп редакторĕсемпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕл пулчĕ, "çавра сĕтел" хушшинче пичет ĕçченĕсем умĕнче тăракан тĕллевсене сỹтсе яврĕç

Подробнее...

17 января 2015 г.

Ỹсĕм хыççăн ỹсĕм

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тăван республика "тилхепине" 2010 çулхи августăн 29-мĕшĕнче тытрĕ. Çак йывăр та канăçсăр çулсене журналист куçĕпе пăхса кĕскен те пулин тишкерсе тухар-ха. 2010 çул Чăваш Енĕн 2010 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономикин аталанăвĕ пирки калас пулсан, республика кăтартăвĕсем Раççейри вăтам шайран пĕчĕкрех пулнă, чăн кайра пыракан 10 регион-аутсайдер шутне кĕнĕ.

Подробнее...

17 января 2015 г.

Патшалăх Канашне Çырупа тухать

2015 çулхи январĕн 21-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Чăваш Республикин пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн черетлĕ çирĕм çиччĕмĕш сессийĕ пулса иртет.

Подробнее...

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика