03 декабря 2014 г.
Чăваш патшалăх филармонийĕнче Пĕтĕм Раççейри Халăх фрончĕн регионти уйрăмĕн иккĕмĕш форумне хутшăннисем пресс-конференци ирттернĕ. Унта регион уйрăмĕн çумпредседателĕ Николай Казаков, Президентăн шаннă çыннисем - Геннадий Матвеев, Валентина Теллина, Валерий Туркай, регионти ĕç тăвакан комитет ертỹçи Николай Косыев хутшăннă. Делегатсем палăртнă тăрăх, Халăх фрончĕ иртнĕ çул курăмлă ỹсĕмсем тунă, уйрăмах - çĕр-шыв Президенчĕн указĕсем мĕнлерех пурнăçа кĕрсе пынине тĕрĕслесе тăрас тĕлĕшпе. Çав вăхăтрах çитес виçĕ çулта налуксене пĕр шайра сыхласа хăварас, халăх сывлăхне сыхлас, миграци енĕпе ĕçлес тата ытти ыйтусем те манăçа юлман. Çакна та палăртса хăвармалла: регионсенчи тата патшалăхăн мар массăллă информаци хатĕрĕсем те Халăх фрончĕн яланхи тимлĕхĕнче. Вăл çине тăнипех Финанс министерствине массăллă информаци хатĕрĕсене грантсем парса пулăшма 300 миллион тенкĕ уйăрса пама ỹкĕте кĕртме май килнĕ.