03 декабря 2014 г.
Хĕрĕх çул каялла, район хаçатĕнче ĕçлеме пуçланă малтанхи кунсенче, Кузьма Семенович Смирнов редактор мана Анат Чаткас ялне командировкăна янăччĕ. Унта эпĕ "Дружинниксем тупа тăваççĕ" репортаж хатĕрлерĕм. Пĕр харăсах вун çичĕ вăй питти çын йĕрке хуралçисене пулăшакансен йышне тăчĕ, ял халăхĕ умĕнче тỹрĕ кăмăллă пулма, чыса упрама, преступлени тăвакансене хирĕç кĕрешме шантарса тупа турĕ. "Преступниксен ури айĕнче вут çунтăр!" - çапла каларĕ дружинниксене пил парса ун чух район прокурорĕнче ĕçленĕ Виталий Илюхин. Мĕншĕн аса илтĕм-ха эпĕ иртнине? Акă мĕншĕн: Чăваш Республикин Правительствин кăçалхи ноябрĕн 26-мĕшĕнче пулса иртнĕ ларăвĕнче каллех ирĕклĕ халăх дружинисем йĕркелес ыйтăва çивĕч лартнă, ку тĕлĕшпе ятарласа йышăннă саккун проектне сỹтсе явма сĕннĕ. Çак проектра республикăри патшалăх влаçĕпе вырăнти хăйтытăмлăх органĕ-сем граждансене обществăлла йĕркелĕхе сыхлама хутшăнтармалли майсемпе, халăх дружинникĕн удостоверенийĕн тата кăкăр çине çакмалли паллăн тĕслĕхĕпе, дружинниксене çăмăллăхсемпе компенсаци памалли йĕркепе паллаштарнă. Апла, "чаплă комбинатор" Остап Бендер калашле: "тинех пăр тапранчĕ!" теме пулать. Ним пытармалли те çук, совет саманинче вăй илнĕ ырă йăла - халăха обществăлла йĕркелĕхе сыхлама хутшăнтарасси - çултан çул хавшаса пырса хут çинчи мероприятие çеç çаврăнчĕ. Темиçе çул каялла кашни ĕç коллективĕнчех "Дружинник" тесе çырнă алă çыххисем пурччĕ, графикпа килĕшỹллĕн пĕтĕм йышпа каçхи дежурствăна тухнă. Район хаçатĕнче дружинниксен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен çырсах тăраттăмăр. Акă хăш-пĕр тĕслĕхсене илсе кăтартар-ха: "1979 çулта дружинниксем пулăшнипе 2 хăрушă преступника тытса сиенсĕрлетнĕ, обществăлла йĕркелĕхе пăснă 286 çын пирки протокол çырнă". "1986 çулта 4 хăрушă преступлени пулассине сирсе яма май килнĕ, дружинниксен вăйĕпе 72 хулигана тытса чарнă, обществăлла йĕркелĕхе пăснă 103 çынна административлă майпа штраф тỹлеттернĕ". Шел те, юлашки çулсенче дружинниксен ĕçне анлăн çутатакан материалсем хаçатра пичетленменпе пĕрех. Тỹррипе каласан, ячĕшĕн çеç шутланса тăракан дружинăсем полици (милици) ĕçченĕсене усă кỹме те пăрахрĕç пулмалла. Ырă ĕç çĕнĕрен чĕрĕлсе тăрасса Раççей Федерацийĕн кăçалхи июлĕн 2- мĕшĕнче вăй илнĕ "Граждансене обществăлла йĕркелĕхе сыхлама хутшăнтарасси çинчен" Саккунĕ шанăç кỹрет. Çак Саккунра вырăнти хăйтытăмлăх органĕсене дружинниксем валли йĕркеллĕ ĕçлеме условисем туса памалли çинчен те каланă. Дружинниксен спорт тата культура мероприятийĕсемпе массăллă кану вырăнĕсенче йĕрке пултăрччĕ тесе тăрăшмалла, полици сотрудникĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлемелле, тенĕ Саккунра. Асăннă Саккунпа килĕшỹллĕн, çывăх вăхăтра кашни ĕç коллективĕнчех - предприяти-и, шкул е ача сачĕ-и - пуху ирттерсе дружинниксен йышне палăртмалла, командир суйламалла. Графика пăхăнса - паян Петĕр, ыран Хĕветĕр - дежурствăна тухчĕр. Паллах, хастар ĕçлекен дружинниксене хавхалантармалли майсене те палăртмалла. Дружинниксем йĕркеллĕ ĕçлесси ял тăрăхĕсен администрацийĕсенчен нумай килет. Халăха ячĕшĕн çеç йĕркеленĕ список кирлĕ мар, дружина чăннипех те витĕмлĕ вăй пултăрччĕ. Полици ĕçченĕсен çак вăйпа пĕлсе усă курмалла, дружинниксене право пĕлĕвĕсем парасси пирки те манса каймалла мар.
И.САЛАНДАЕВ.