03 декабря 2014 г.
"Шăмăршă хыпарĕ" хаçатăн кăçалхи майăн 8-мĕшĕнчи номерĕнче "Кивĕ Чукал каччи Çĕнтерỹ парадне хутшăнать" статья пичетленнĕччĕ. Унта Кивĕ Чукалта çуралса ỹснĕ, 2-мĕш гварди Таманск дивизийĕнче службăра тăракан Николай Чамеев Мускаври Çĕнтерỹ парадне хутшăнасси çинчен çырнăччĕ. Вăхăт сисĕнмесĕрех хăвăрт иртет çав. Акă иртнĕ кĕçнерникун редакцие йăрăс пỹллĕ, патвар хул-çурăмлă, çар çыннин тумĕллĕ хитре каччă пырса кĕчĕ. - Николай Чамеев рядовой, - хăйĕнпе паллаштарчĕ каччă. - Ман çинчен эсир хаçатра çырнăччĕ. Салтак службине вĕçлесе тăван яла таврăнатăп! Эпир те Кольăна салтак тивĕçне чыслăн пурнăçланă ятпа чунтан саламларăмăр. Унăн кăкăрĕ çинче йăлкăшакан "За участие в военном Параде Победы" медаль пирĕн пĕчĕк пỹлĕме çутатса янăнах туйăнчĕ. Медаль удостоверенине А.Сычевой генерал-майор алă пусса çирĕплетнĕ. - Парада хатĕрленме йывăр пулчĕ-и? - ыйтрăм Кольăран. - Çур çул ытла хатĕрлентĕмĕр, - салтакла çирĕппĕн хуравларĕ каччă. - Кашни кунах - стройпа утмалли заняти, спорт упражненийĕсем... Хăвна мĕнле тыткаланине те, мĕнле кулнине те хаклаççĕ. Антон Павлович Чехов писатель сăмахне кăштах улăштарса каласан: çар çыннин пур енчен те илемлĕ пулмалла. Кун пирки пире командирсем аса илтерсех тăратчĕç. Н.Чамеева чаç командирĕ С.Майер подполковник Грамотăпа чысланă, пултаруллă спортсмен, çар техникине лайăх пĕлекен специалист, шанчăклă юлташ пулнине палăртнă. - Салтак служби - чăн-чăн арçынсем валли, - терĕ Николай Чамеев. - Çавăнпа та эпĕ çар ретне тăма хатĕрленекен çамрăксене салтак службине пысăк хавхаланупа кайма, чăваш ятне çỹлте тытма чĕнсе калатăп. Малашнехи шухăш-ĕмĕчĕ пирки ыйтсан Коля çапла каларĕ: - Кăçаллăха пĕр-пĕр ĕçе вырнаçатăп. Çитес çул вара вĕренсе професси илме шутлатăп. Эпĕ водителе вĕреннĕ-ха, анчах хальхи пурнăçра ку кăна çителĕксĕр. Çĕршыва çамрăк алăсем, çирĕп вăй халлă çынсем кирлĕ. Хамăн профессие те кăткăс техника специальноçĕпе çыхăнтарасшăн.
И.САЛАНДАЕВ.