03 декабря 2014 г.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 20-30-мĕш çулĕсенче Васан ялĕнчи Шăрчăккассинче пурăнакан Андреев Çитăркка вăтам хресченĕн хуçалăхĕ ялта чи тĕреклисен шутĕнче пулнă. Унăн хăй тăрăшнипе туса хута янă çил арманĕ, кĕрпе тăвакан, çу юхтаракан армансем тата çăм таптаракан машина пулнă. Энтри Çитăркки харсăр та тăрăшуллă çемье пуçĕ пулнă, пĕтĕм ĕçе ашшĕ-амăшĕпе пĕрле виçĕ хĕрĕ тата Микихвер ятлă ывăлĕ пурнăçласа тăнă, тарçă таврашĕ тытман, çил арманĕнче çеç тара тытнă çын ĕçленĕ. Çитăрккан Микихвер ывăлĕ, авланса мăшăрланнă хыççăн, Кĕперкассинчи пушă вырăна çурт лартса пурăнма пуçланă. Вĕсен пахчи çумĕнчех Хĕрлĕ Пылчăк шывĕ шăнкăртатса юхса выртнă, çывăхрах çăл куçĕ тапса тăнă. Çав çăла Микихвер чавса тарăнлатнă та пура ярса хунă. Чуна уçса яракан техĕмлĕ те пăр пек сивĕ шывпа вара Кĕперкассисем пурте усă курма пуçланă, тутлă чей вĕретсе ĕçнĕ, апат-çимĕç пĕçерме усă курнă. Çăлне те вара "Микихвер çăлĕ" теме пуçланă. 30-мĕш çулсен пуçламăшĕнче, ялти "кулаксене" тĕп тăвас юхăм пуçлансан, Сидор Андреев хуçалăхне те тустарса колхоз валли туртса илнĕ, килĕнчи япалисемпе тумтирĕсене, тỹшек-минтерне, савăт-сапине, ĕç хатĕрĕсене "торги" туса ялти чухăнсене валеçсе панă. Телее вĕсен çемйине, колхоза кĕме хирĕç пулманшăн, инçе çĕрсене ссылкăна ăсатман, ялтах хăварнă. Хăйсем валли пурăнма вара пĕр кивĕ пĕчĕк пỹртне çеç хăварнă. 1941 çулта нимĕç фашисчĕсем пирĕн çĕршыв çине тапăнса килсен ялти ытти арçынсемпе пĕрле алла пăшал тытса 47-ри Микихвер те Тăван çĕршыва хỹтĕлеме тухса кайнă. 1-мĕш Украина фрончĕн 150-мĕш стрелковăй дивизийĕ шутĕнче фашистсене хирĕç паттăррăн çапăçнă, "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн", "Паттăрлăхшăн", "Варшава хулине ирĕке кăларнăшăн", "Берлина илнĕшĕн", "Германие çĕнтнернĕшĕн" медальсем илме тивĕç пулнă вăл. Çар командованийĕ Никифор Сидоров хĕрлĕ армееца Балтика тăрăхĕнчи тата Кăнтăр Пруссири хуласене илнĕ чухне тата Балтика тинĕсĕ таранах пынă çапăçусенче паттăрлăх кăтартса çапăçнăшăн тата Берлинти Рейхтаг çуртне штурмланăшăн Тав çырăвĕсем парса чысланă. Халĕ çак хаклă документсем ялти музейăн Асăнупа Мухтав пỹлĕмĕнче упранаççĕ. Микихверпе арăмĕ 5 хĕрпе 3 ывăл çуратса ỹстернĕ. Анчах та, тĕрлĕ чирсене тата выçлăха пула икĕ ывăлĕ вăрçă çулĕ-сенче çĕре кĕнĕ. Вăрçăран таврăнсан çĕнтерỹçĕ-салтак алла пăшал вырăнне пуртă-мăлатук тытса мирлĕ ĕçе кỹлĕнет, тăван "Победа" колхозра платниксен бригадине ертсе пыма пуçлать. Колхозăн выльăх витисемпе ампарĕсене, ялти вуншар колхозник çуртне ĕçлесе хăпартнă çĕрте пĕтĕм вăйне хурса тăрăшнă фронтовик. Ăста столяр та пулнă Микихвер тете. Колхоз валли миçе кăна урапа-çуна, кăрман-вăрăмкка туса паман-ши вăл! Иртнĕ ĕмĕрĕн 40-50-мĕш çулĕсенчи ялхуçалăх техникине те (жнейка, сỹре, лаша кĕрепли) тỹрлетсе-юсаса тăнă ялти алă ăсти. Çава туптама та, тĕрлĕ алă ĕç хатĕрĕсем тутарма та ял çыннисем Çитăркка Микихверĕ патне пынă, пурне те пулăшма тăрăшнă вăл. Ял хушшинче ырă ят çĕнсе илнĕ вăрçă ветеранĕ, ватти-вĕтти те ăна хисеплесе пуç тайнă. Ачисене те тĕрĕс-тĕкел пăхса ỹстернĕ Сидоровсем. 5 хĕрĕ тĕрлĕ ялсене качча кайса хăйсем çемье çавăрнă, тĕп килте вара, ашшĕ вилнĕ хыççăн Микихверĕн Толя ывăлĕ юлнă. Васанти вăтам шкула ăнăçлă пĕтернĕ хыççăн Толя Шупашкарти ялхуçалăх институтне вĕренме кĕрет. Инженер-механик дипломне алла илсен тăван "Гвардеец" совхоза таврăнса ĕçе пуçăнать. 20 çул хушшинче мĕн чухлĕ вăй хуман-ши тĕп инженер çурхи ака ĕçĕсене вăхăтра ирттерес, кĕрхи тырăсене, утă-улăмне, пахча-çимĕçе вăхăтра та тирпейлĕ пухса кĕртес, ялхуçалăх техникине юсавлă тытса тĕрĕс- тĕкел ĕçлеттерес тесе! Выльăх-чĕрлĕх фермисенчи техникăпа оборудованишĕн те, йĕтем çинчи тĕрлĕ агрегатсемшĕн те тĕп инженерах яваплă пулнă. Ашшĕ ятне яман Анатолий Никифорович, шанса панă ĕçе вăхăтра та яваплăха туйса пурнăçласа пыма тăрăшнă. 2000-мĕш çулсен пуçламăшĕнчен тытăнса (совхозсем салансан) опытлă инженер Çурçĕрти "Севергазстрой" пĕрлешỹри Газпром объекчĕсене тунă çĕрте 10 çул ытла вăй хурать. Халĕ тивĕçлĕ канура пулсан та Анатолий Никифоровичпа мăшăрĕ Ираида Григорьевна алă усса лармаççĕ. Икĕ-виçĕ çул каялла акă икĕ хутлă çĕнĕ кирпĕч çурт туса лартрĕç, хуралтăсене те çĕнетсе улăштарчĕç. Выльăх-чĕрлĕхпе хур-кăвакал та сахал мар усраççĕ вĕсем. Урăхла мĕнле пултăр-ха, аслашшĕпе асламăшĕ ачисемпе мăнукĕ çинчен те манмаççĕ, тĕрлĕ енлĕн пулăшсах тăраççĕ. Ачисем вĕсен ỹссе çитĕннĕ ĕнтĕ, пурте аслă пĕлỹллĕ, суйласа илнĕ профессипех ĕçлеççĕ. Акă кăçал çулла, Игорь ывăлĕ пулăшнипе Сидоровсем аслашшĕ алтса тунă çăла тасатса çĕнетрĕç те çĕнĕ пура туса ячĕç, шыва тарасапа ăсмалла турĕç. Пахча çумĕнче ашкăрса ỹсекен вĕт хăвасемпе пиçен-мăяна тасатса нумай çул ỹсекен курăк акма çĕр хатĕрлесе хăварчĕç. Çăл çумĕнчех тата икĕ пĕчĕк кỹлĕ чаврĕç, кỹлĕ тепĕр енне каçма каснă хăвасен тунисенчен илемлĕ чĕнтĕрлĕ кĕпер ăсталарĕç. Тепĕр çул валли те ĕçсем палăртса хунă ĕнтĕ Анатолий Никифорович - çырма хĕррипе вăл ашшĕне, вăрçăра пуç хунă тăванĕсене асăнса тата Аслă Çĕнтерỹ 70 çул тултарнă ятпа тĕрлĕ йывăç-тĕмрен Асăну аллеи лартса хăварасшăн, çăл çумĕнчех ỹсекен панулми йывăççи çине асăну хăми вырнаçтарасшăн. "Тутлă çăл шывĕнчен вĕретнĕ чейпе сайланса ларма вара илемлĕ беседка та, сăртран анса хăпарма меллĕ картлашкасем те ăсталаса лартасшăн-ха, тен ял çыннисем валли те канмалли вырăн пулса тăрĕ Микихвер çăлĕн таврашĕ", -тет кил хуçи кăмăллăн.
А.ЛАРШНИКОВА.