Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн ялти ăстасем

03 декабря 2014 г.

Асанкасси ялĕ алă ăстисемпе пуян. Ĕлĕкех те пирĕн ялта ăстасем чылай пулнă, халĕ те нумай. Акă илер-ха А.В.Юманова, З.Н.Драгунова, З.М.Долгова, Л.А.Белякова тĕрĕ ăстисене. Кашни çулах ялти библиотекăра вĕсен чи хитре тĕррисенчен выставка йĕркелеççĕ. Ăстасен асамлă тĕррисемпе илемлетнĕ чỹрече каррисене, вырăн таврашĕсене, стена çине çакмалли илемлĕ тĕрĕ-ỹкерчĕкĕсене халăх уйрăмах килĕштерет. Вĕсен ĕçĕсене районта иртекен Акатуйра та темиçе хутчен кăтартнă. Н.А.Кавалерова, З.В.Укина, Н.И.Кадеева, Н.И.Судукова вара - тутăр-шаль, кофта-жилет, алсиш-носки илемлетсе çыхас енĕпе ăстасем. Вĕсем çыхнă япаласем питĕ илĕртỹллĕ, тăхăнсан чун савăнать. Нумаях пулмасть ялти библиотекăра З.В. Укинан куравне йĕркелерĕç. Выставкăра ăстаçă хăйĕн тĕрлĕ ĕçĕсемпе паллаштарчĕ, сĕнỹсем пачĕ. Алă ăстисемсĕр пуçне ялта сăвă çыракан та пур - Иван Долгов. Вăл чунтан тăрăшса сăвă çырать, çынсене савăнтарать. Сăмах май каласан, вăл çырнă сăвăсем район хаçатĕнче те кун çути курчĕç. Иван Петрович - библиотекăн чи хастар вулаканĕ. Уйрăмах вăл чăваш литературине вулама юратать. Библиотекăна пырсан вара хăйĕн çĕнĕ сăввисемпе паллаштарать. Ялти ăстасем çинчен ял библиотекинче "Пирĕн ялăн таланчĕсем" ятпа кăтартусен презентацине йĕркеленĕ. Презентацие ялти ăстасен биографийĕсене, сăн ỹкерчĕкĕсене, сăввисене, илемлĕ тĕрĕсен, илĕртỹллĕ çыхнă тутăрсен, кофтăсен ỹкерчĕкĕсене кĕртнĕ. 

О.ОРЛОВА, Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студентки.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика