Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулталăкри чи паллă çын кам пулĕ?

03 декабря 2014 г.

Тăванăмăрсем, 2014 çул - Лаша çулĕ вĕçленсе пырать. Ырă йăлана тĕпе хурса, "Шăмăршă хыпарĕ" хаçат редакцийĕ "Çулталăкри чи паллă çын" ятпа ыйту-тĕпчев ирттерет. Эпир хамăрăн вулакансене 2014 çулта ырă ĕçсемпе палăрнă çынсем хушшинче чи лайăххине тупса палăртма сĕнетпĕр. Суйласа илме çăмăлрах пултăр тесе, редакци çак ятсене сĕнет: Владимир ШУРЯКОВ, Тĕнче, Европа тата республика чемпионĕ; Олег ХЛЮКИН, Карапай Шăмăршă ялĕнчи фермер; Мерван ФАХРУТДИНОВ, "Мир" ЗАО тракторисчĕ, "Районти чи лайăх механизатор" ята тивĕçнĕскер; Сергей ЯКОВЛЕВ, Шăмăршăри тĕп больницăри "Васкавлă пулăшу" уйрăмĕн фельдшерĕ; Эльзия ШАРИПОВА, Патирекри тĕп шкул учителĕ; Михаил ЗАХАРОВ, Шăмăршăра пурăнакан таврапĕлỹçĕ, ял хуçалăх наукисен кандидачĕ. Хисеплĕ вулакансем! Çак ултă çын хушшинче сирĕн чи палăрнă çынна суйласа илмелле. Хăвăрăн сĕнĕвĕр çинчен редакцие 2-33-51 е 2-33-52 номерлĕ телефонсемпе шăнкăравласа е çырупа çырса пĕлтерме, редакцие кĕрсе калама пултаратăр. Сасăлав 2014 çулхи декабрĕн 20-мĕшĕчччен пырать. Çĕнтерỹçе хаçатăн Çĕнĕ çулхи номерĕнче палăртăпăр.

РЕДАКЦИ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика