Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăрлăхсене çĕнтерсе - малалла

06 декабря 2014 г.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.В. Путин Федераци Пухăвне янă Çырупа телевизор умĕнче ларса паллашрăм. Владимир Владимирович çĕршывăн шалти тата тулашри политикипе тĕплĕн паллаштарчĕ, çивĕч ыйтусене çĕклерĕ. Президент сăмахĕсем Раççей халăхне чăтăмлă та тỹсĕмлĕ пулма, çĕршыва чĕререн юратма, йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма хавхалантарма тивĕç. Америкăри Пĕрлешỹллĕ Штатсем Раççее вун-вун тĕрлĕ санкци хурса хăратасшăн пулин те, вĕсен ирсĕр ĕмĕчĕ пурнăçланаймастех. Раççейĕн вăй-хăвачĕ пысăк, çак иксĕлми вăй - халăхсен пĕрлĕхĕнче. Эпир хамăрăн Президентпа мухтанатпăр, кулленхи ĕçпе çĕршыва аталантарассишĕн тăрăшатпăр. И.УСМАНОВ, "Исток" ООО механизаторĕ. х х х МАНА - ял çыннине - В.В. Путин ял хуçалăхне аталантарасси пирки калани питĕ килĕшрĕ. Ют çĕршывсен санкцийĕсене пула тухса тăнă йывăрлăхсем хресчен ĕмĕт-шухăшне çапса хуçмала мар, пачах урăхла - ял хуçалăх продукчĕсене пурне те хамăр патăрта туса илессишĕн тăрăшмалла. Раççейре тавар туса кăларакансене аталантармашкăн май туса парсан, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе патшалăх шайĕнче пулăшса пырсан лавккасен сентрисем хамăр продуктсемпе туласси пирки пĕрре те иккĕленместĕп. "Йывăрлăхсене çĕнтерсе - малалла!" - çакăн пек пĕтĕмлетỹ турăм эпĕ Президент Çырăвĕпе паллашнă хыççăн. О.ХЛЮКИН, фермер хуçалăхĕн ертỹçи. х х х ПРЕЗИДЕНТ хăйĕн Çырăвĕнче çĕршыври демографи ыйтăвне татса памалли майсем пирки те каларĕ. Çак майсенчен пĕри - Ача амăшĕн капиталне тỹлени. Патшалăх пулăшăвĕ çамрăк çемьесемшĕн çав тери пысăк çăмăллăх. Акă пирĕн çемьере виçĕ ача. Виççĕмĕш ачашăн çак кунсенче Ача амăшĕн капиталĕн Сертификатне илтĕмĕр. Уйăрса паракан укçапа пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма шутлатпăр. О.ЕЛИСЕЕВА. Карапай Шăмăршă ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика