Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Эс - пĕччен мар…"

06 декабря 2014 г.

 "Эс - пĕччен мар, эс - мĕскĕн мар. Ыр кăмăллă çынсем санпа пĕрле. Пурнăçа юратса пурăнар, Çак çут тĕнче ытарайми хитре!" (И.САЛАНДАЕВ. "Эс - пĕччен мар..."). Декабрĕн 3-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчипех , çав шутра пирĕн çĕршывра та Инвалидсен кунне паллă тунă. Çак ятпа пирĕн районта та культурăпа спорт тата кану мероприятийĕсем иртнĕ, сывлăх енчен хевтесĕр çынсем общество хăйсемшĕн тăрăшнине, вĕсене пурте ырă суннине куçпа курса ĕненнĕ. Шăмăршă районĕнче хальхи вăхăтра 1369 инвалид пурăнать, çав шутра I ушкăнри инвалидсем - 190-ăн, II ушкăнрисем - 486-ăн, III ушкăнрисем - 693-ĕн, ачаран инвалид пулнисем - 79-ăн. Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин саккунĕсемпе килĕшỹллĕн пирĕн районта инвалидсен пурнăçне лайăхлатассишĕн сахал мар тăрăшаççĕ. Социаллă инфраструктурăн 118 объектĕнче инвалидсен ыйтăвĕсене шута илсе çăмăллăхсем тунă, 18 объектра хальхи ыйтусене тивĕçтерекен пандуссем, карлăксем тата васкавлă чĕнỹ кнопкисем вырнаçтарнă. Шăмăршăра çывăх вăхăтра хута яракан ветерансен çуртне те инвалидсен ыйтăвĕсене тивĕçтерекен оборудовани вырнаçтарнă.

А.ВАЗАНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика