Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Турăм, лартрăм, шурă пỹрт…

06 декабря 2014 г.

Çурт лартма çамрăксене патшалăх пулăшу парать-ши? Ял çыннисем мĕнле программăсемпе усă курма пултараççĕ? В.КУДРЯШОВ.Шăмăршă ялĕ. Ял-хулари çамрăк çемьесене, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене, сусăр ача çитĕнтерекен çемьесене çурт хăпартма е пурăнмалли вырăн туянма патшалăх укçа (социаллă тỹлев) уйăрать. Кăçал республикăри 800 ытла çемье ыйтăвне татса пама бюджетра 550 млн тенкĕ палăртнă. Республика Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшỹллĕн уйрăм çурт çĕклеме е хваттер илмешкĕн паракан 10 çуллăх ипотека кредичĕн проценчĕн ставкин пĕр пайне саплаштарма Чăваш Ен хыснинчен субсиди уйăраççĕ. Паянхи кун тĕлне çак йĕркепе 2,9 пин çемье усă курать. Ашшĕ-амăшне çухатнă тăлăхсем, 5 е ытларах ача çитĕнтерекен çемьесем патшалăхăн пурăнмалли çурт-йĕр фондĕнчен хваттер е уйрăм çурт тара илме пултараççĕ. Тивĕçлĕ тытăмсем вĕсемпе килĕшỹ çирĕплетеççĕ. Кăçал 400 тăлăха, нумай ачаллă 60 яхăн çемьене пулăшма хыснаран 430 млн тенкĕ куçараççĕ. Пĕлтĕр хула-ялти 5,3 пин çыннăн пурăнмалли вырăнне лайăхлатма тỹлевпе тивĕçтернĕ. Кăçал унпа 5,7 пинĕ усă курать. Çỹлерех асăннă программăсем ял çыннисене пырса тивнине тепĕр хут палăртатăп. Вĕсемсĕр пуçне 2003 çултанпа федерацин "Ялăн 2013 çулчченхи социаллă аталанăвĕ" саккунĕ ырлăх кỹчĕ. Кăçал унăн ятне çеç улăштарчĕç: "2014 - 2017 çулсенче тата 2020 çулчченхи тапхăрта яла ỹсĕмлĕн аталантарасси". Ку саккунпа 10 çулта ялти 4369 çемье, çав шутра 1475 çамрăк çемьепе специалист, пурăнмалли вырăна лайăхлатнă. Уйрăммăн илсен пĕлтĕр программăна 237 çемье, ку шутра 136 çамрăк çемьепе специалист, хутшăннă. Кăçал унта 231 çемьене, ку шутра 115 çамрăк çемьепе специалиста, явăçтарнă.

О.МАРКОВ,ЧР Строительство, архитектура, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика