Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Укçапа кирек хăçан та усă курма юрать

06 декабря 2014 г.

Çĕршывăн 2015-2017 çулсенчи бюджетне çирĕплетнĕ май амăшĕн капиталĕн темине массăллă информаци хатĕрĕсенче пуçаруллă сỹтсе яврĕç. Çакна тĕпе хурса РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ акă мĕн пĕлтерет: вăйра тăракан саккун тăрăх çемьери иккĕмĕш е ун хыççăнхи ачана 2016 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен çуратсан (усрава илсен) амăшĕн капиталĕн сертификатне кирек хăш вăхăтра тивĕçме пулать тата унăн укçипе усă курмалли вăхăта чикĕлемен. Паянхи куна асăннă сертификата пирĕн республикăри 55,3 пин çемье илнĕ. Вĕсен çуррийĕ ытла çав укçана тăкакланă ĕнтĕ (çак тĕллевпе Пенси фончĕн уйрăмне пĕтĕмпе 33,6 пин заявлени панă). Амăшĕн капиталĕ шучĕпе ытларахăшĕ пурăнмалли условисене лайăхлатмашкăн усă курнă - 11 млрд тенкĕ хывнă. Çемьесем ăна ипотека кредитне татмашкăн, строительство организацийĕсене явăçтармасăр çурт лартмашкăн е ăна çĕнетсе улăштармашкăн, пая кĕрсе çурт строительствине хутшăнмашкăн тăкаклаççĕ. Аслă ачисене университет-институтра тата колледжсенче вĕрентнĕшĕн, вĕсене студентсен общежитийĕнче пурăнтарнăшăн, ачана садике çỹретнĕшĕн тỹлеме çемье капиталĕ шучĕпе 32 млн тенкĕ куçарса панă. Амăшĕн пулас пенсийĕн пухăнса пыракан пайне йĕркелемешкĕн республикăра заявлени паракан хальлĕхе пулман-ха. Федераци саккунĕ вăйра тăнă сакăр çулта амăшĕн капиталĕн виçи 250 пинрен 429 пин тенке çитнĕ. 

В.ИЛЬИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика