Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации

Найти

11 июля 2015 г.

Сергей ПАВЛОВ:«Йывăрлăхсем пур, çапах та алла усма юрамасть»

Çак хирсенче эпĕ Акатуй умĕн пулнăччĕ. Ун чух чуна савăнтарса калча ешеретчĕ, механизаторсем пысăк тухăç илетпĕрех тесе хавхаланнăччĕ...Анчах хресчен ĕмĕчĕ пурнăçланасси çанталăкран питĕ нумай килет çав. Тырпула акса хăварнăранпа пучах çавăричченех хирсем çумăр курмарĕç, çĕр çуркаланса-çурăлса кайрĕ.

Подробнее...

11 июля 2015 г.

Кăмăлĕ ăшă, чунĕ ачаш

Симĕс улăхлă, сарлака та вĕçĕ-хĕррисĕр вăрманлă, куккук сассиллĕ, хитре те капмар çуртсенче ĕçчен çынсем пурăнакан Пăчăрлă Пашьел ялĕнче шăпах çур ĕмĕр каялла маншăн чи хаклă та çывăх çын - анне - Мария Петровна Левендеева (хĕр чухнехи хушамачĕ Савельева) июль уйăхĕн 9-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ.

Подробнее...

11 июля 2015 г.

Халăхпа куçа-куçăн

Ял пурнăçĕ - тĕрлĕ енлĕ, вăраха тăсмасăр татса памалли ыйтусем те пайтах. Шăпах халăх шухăш-кăмăлне тĕплĕнрех пĕлес тесе район администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Фадеев çак кунсенче Чукал ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе тĕл пулчĕ.

Подробнее...

11 июля 2015 г.

Ĕмĕтре хумханать сенкер кỹлĕ…

Шăмăршă ял тăрăхĕн администрацине Николай Дмитриев - унчченхи воин-интернационалист - ертсе пыма пуçланăранпа çак кунсенче шăпах çулталăк çитет. Эппин, унăн ĕçне хак пама та вăхăт. Хут çырнисĕр тата кирлĕ документсем çине алă пуснисĕр пуçне, мĕн ĕçлесе ирттерчĕ-ха çак тапхăра ял пуçлăхĕ?

Подробнее...

08 июля 2015 г.

Сана килте кĕтеççĕ, водитель!

Форумсенче кăçалхи июль уйăхĕ хĕрỹ пуçланнине сỹтсе яваççĕ. Сăмах шăрăх çанталăк пирки маррине чухларăр пулĕ. Çуллахи иккĕмĕш уйăх пачах тепĕр май - сивĕрех кунсемпе пуçланчĕ-ха. Форумсенче çĕршыври чи çивĕч ыйтусенчен пĕрне - çул-йĕре пырса тивекен çĕнĕ саккунсене - сỹтсе явма тытăннă.

Подробнее...

08 июля 2015 г.

Хисеп ĕçпе килет

Анат Чаткасра пурăнакан Н.Н.Ухорскаян харпăр архивĕнче ĕçри çитĕнỹсемшĕн тивĕçнĕ награда нумай. Хуçин, сăпайлăскерĕн, грамота-медальпе курнăçланас йăли çук. Ачисемпе мăнукĕсем ыйтнипе çеç, Нина Николаевна тирпейлĕн пуçтарса хунă япалисене куç умне кăларать. Тĕлĕнмелли, мăнаçланмалли, чăн та, пур!

Подробнее...

08 июля 2015 г.

Атьăр, каяр çырлана…

Шавлать, кĕрлет Шăмăршă пасарĕ - суту-илỹ тăвать вырăсĕ, чăвашĕ, ирçи, тутарĕ...Мĕнле кăна тавар сĕнмеççĕ-ши? Хакĕсем пысăк пулсан, калаçсан-калаçсан пăртак йỹнерехпе туянма та май пур.

Подробнее...

08 июля 2015 г.

Комиссисен ларăвĕ

ИЮЛĔН 2-мĕшĕнче район администрацийĕнче çул çитмен çамрăксемпе тата вĕсен прависене хỹтĕлес тĕлĕшпе ĕçлекен комиссин тата наркотиксемпе усă курнине хирĕç кĕрешекен комиссин пĕрлехи ларăвĕ иртнĕ.

Подробнее...

08 июля 2015 г.

Хальлĕхе вуннăн

ЧР Тĕп суйлав комиссийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи сентябрĕн 13-мĕшĕнче иртекен суйлав кампанийĕ вăй илсе пырать.

Подробнее...

08 июля 2015 г.

Шăмăршă районĕнче такăр çулсем пулĕç

ИЮЛĔН 3-мĕшĕнче Шăмăршă районĕнче ĕçлĕ çулçỹревпе Чăваш Республикин Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Филиппов пулнă. Унпа пĕрле район администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Фадеев çỹренĕ.

Подробнее...

08 июля 2015 г.

Пысăк юрату вучахне упраса

Июлĕн 8-мĕшĕ - Пĕтĕм Раççейри çемье, юратупа шанчăклăх кунĕ. Ăна паллă тăвасси Авалхи Руçри Муром çĕрĕнче пурăннă Петĕр княçпе унăн Феврония ятлă арăмĕнчен пуçланнă, çак мăшăра халăхра çемье тата кил вучахне хỹтĕлекенсем вырăнне хурса сума сăваççĕ.

Подробнее...

04 июля 2015 г.

«Сутăттăмччĕ, хакĕ майлах мар…»

Çу кунĕсем - канăçсăр. Мĕнле кăна ĕлкĕрет-ши ял çынни? Пахчара та ĕçлемелле, выльăх апачĕ те хатĕрлемелле, çурт-хуралта та юсамалла, хур-кăвакал та пăхмалла...Çак ĕçсемшĕн ăна никам та пĕр пус укçа тỹлемест.

Подробнее...

04 июля 2015 г.

Ача çурални - чи пысăк савăнăç

Кăçалхи ултă уйăхра районта 66 ача çуралнă. Телейлĕ ашшĕ-амăшĕ ытларах Анна тата Кирилл ятсене килĕштернĕ. 20 çемьере - пĕрремĕш, 25 çемьере - иккĕмĕш, 15 çемьере - виççĕмĕш ача çуралнă.

Подробнее...

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика