Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации

Найти

28 мая 2014 г.

Славян çыруллăхĕн кунне халалласа

Районта Славян çыруллăхĕпе культурин кунне анлăн уявланă. Шăмăршăри культура аталанăвĕн центрĕ умĕнчи лапамра илемлĕ пултарулăх коллективĕсем халăха уяв концерчĕпе савăнтарнă.

Подробнее...

28 мая 2014 г.

Йывăç лартрĕç йышпала

Çак кунсенче Шăмăршăри 42-мĕш номерлĕ пушар чаçĕнче ĕçлекенсем, Раççейре пушар хуралне туса хунăранпа 365 çул çитнине халалласа, чаç территорине туя, хыр, пилеш йывăççисене лартса хăварчĕç.

Подробнее...

28 мая 2014 г.

Муниципалитет çул-йĕр фончĕ пирки

Калăр-ха, муниципалитет çул-йĕр фондне мĕн тĕллевпе йĕркелеççĕ?

Подробнее...

28 мая 2014 г.

Пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине çирĕп пăхăнмалла

Çанталăк çав тери типĕ тăрать, шăрăх çунтарать. Вут-кăвар тухас хăрушлăх пысăк. Калăр-ха, пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине пăхăнманшăн саккунпа айăплаççĕ-и?

Подробнее...

28 мая 2014 г.

Туризм ыйтăвĕпе - семинар

Çак кунсенче районти культура аталанăвĕн центрĕ культура ĕçченĕ-семпе библиотекарьсем валли "Туризм - наци сăн-сăпачĕ" темăпа семинар-канашлу ирттерчĕ. Канашлу ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.А.Петьков хутшăнчĕ.

Подробнее...

28 мая 2014 г.

Ăнăçу сунатпăр сана, предприниматель!

Тунти кун предпринимательсем хăйсен професси уявне паллă турĕç. Çак ятпа вĕсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ăшшăн саламланă.

Подробнее...

28 мая 2014 г.

Вут-кăвартан сыхланар!

Пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тĕлĕшпе май уйăхĕн 31-мĕшĕччен транспорта, республикăра пурăнакансене вăрмана ирĕккĕн кĕрсе çỹреме чарнине хаçатра пĕлтернĕччĕ.

Подробнее...

28 мая 2014 г.

Машинăпа ĕне сăвакансем ăмăртнă

Майăн 23-мĕшĕнче "Шанс" ОООра тата районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен станцире машинăпа ĕне сăвакан операторсен професси ăсталăхĕн конкурсĕ иртнĕ.

Подробнее...

28 мая 2014 г.

Çум курăксемпе кĕрешеççĕ

Районти хуçалăхсенче калчасене пăхса çитĕнтерес тĕлĕшпе пысăк вăй хураççĕ.

Подробнее...

28 мая 2014 г.

Июнĕн 2-4-мĕшĕсенче - "Зарница" тата "Орленок" вăйăсем

Район администрацийĕн вĕрентỹ тата çамрăксен политики пайĕнче çамрăк армеецсен "Зарница" тата "Орленок" çар вăййисен финалти ăмăртăвне ирттерес тĕлĕшпе йĕркеленĕ районти штабăн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ.

Подробнее...

28 мая 2014 г.

Июнĕн 12-мĕшĕнче - Акатуй

Çурхи уй-хир ĕçĕсем вĕçленсен Акатуй ирттересси - ĕлĕкренех пыракан ырă йăла. Район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе кăçал çак уява июнĕн 12-мĕшĕнче паллă тăвăпăр.

Подробнее...

24 мая 2014 г.

Мăйра - кăвар пек хĕрлĕ галстук…

Пионер... Хĕрлĕ галстук... Горнпа параппан... Туслăх кăвайчĕсем... Çаксем пирĕншĕн - аслăрах ăрури çынсемшĕн - нихăçан манăçми аса юлнă самантсем. Октябренокран пионера илессе пиртен кашниех чăтăмсăррăн кĕтнĕ вĕт. Çак чыса тỹрех тивĕçменнисем те çук марччĕ: йĕркене пăсакансен, япăх вĕренекенсен мăя кăвар пек хĕрлĕ галстук çыхасси пирки ĕмĕтленмелли çеç юлнă.

Подробнее...

24 мая 2014 г.

Пограничниксене халалласа - палăк

Патăрьелсем Чикĕ çарĕсенче салтак тивĕçне пурнăçланă хăйсен ентешĕсене халалласа пĕлтĕр гранитран палăк лартрĕç. Эпир те, Шăмăршă районĕнчи запасри воин-пограничниксем, вĕсен ырă тĕслĕхĕпе хавхаланса райцентрта çакнашкал палăк лартма шутларăмăр.

Подробнее...

24 мая 2014 г.

Призывниксем тупăшрĕç

Кашни çамрăках çарта пулма, Тăван çĕр-шыва хỹтĕлеме ĕмĕтленет. Ĕмĕтленет çеç мар, хăйĕн тивĕçне пурнăçлама чылай маларах хатĕр-ленме тытăнать. Çакна Шăмăршăра пулса иртнĕ "Призывник - 2014" конкурс та лайăх çирĕплетрĕ.

Подробнее...

24 мая 2014 г.

Экономика, ачасен çуллахи канăвĕ

Юн кун районта иртнĕ черетлĕ информаци кунĕн тĕп темисем: республикăн кăçалхи 1-мĕш кварталти экономикăпа социаллă аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсем; çуллахи каникул вăхăтĕнчи ачасемпе çамрăксен канăвĕ; халăха ĕçпе тивĕçтересси, ĕç ресурсĕсемпе туллинрех усă курса ĕç рынокне лайăхлатасси.

Подробнее...

24 мая 2014 г.

"Кĕçех тухатпăр вĕренсе, янăрарĕ юлашки шăнкăрав"

Ĕнер районти шкулсенчи 11 тата 9 классенчен вĕренсе тухакансем валли юлашки шăнкăрав янăрарĕ.

Подробнее...

24 мая 2014 г.

Вăхăт усăллă иртĕ

Ачасен каникул вăхăтĕнчи çуллахи канăвне йĕркелесси районта çулсеренех лайăхланса пырать. Кăçал кăна 1126 вĕренекене канма, сывлăхне çирĕплетме, ĕçпе тивĕçтерме майсем пур. Çак тĕллеве пурнăçа кĕртме район бюджетĕнчен 854,4 пин тенкĕ, çавăн пекех ачасене халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă вăхăтлăх ĕç тупма 133,8 пин тенкĕ уйăрнă.

Подробнее...

24 мая 2014 г.

Вăхăт усăллă иртĕ

Ачасен каникул вăхăтĕнчи çуллахи канăвне йĕркелесси районта çулсеренех лайăхланса пырать. Кăçал кăна 1126 вĕренекене канма, сывлăхне çирĕплетме, ĕçпе тивĕçтерме майсем пур. Çак тĕллеве пурнăçа кĕртме район бюджетĕнчен 854,4 пин тенкĕ, çавăн пекех ачасене халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă вăхăтлăх ĕç тупма 133,8 пин тенкĕ уйăрнă.

Подробнее...

24 мая 2014 г.

Çемен Элкере аса илсе

Чăваш халăх поэчĕ Çемен Элкер çуралнăранпа 120 çул çитнĕ май, Шăмăршă ял тăрăхĕн библиотекинче "Чăн-чăн поэт пулман пуль эпĕ.." ятпа краеведени урокĕ иртрĕ. Библиотека ĕçченĕсем шкул ачисене халăх поэчĕн пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç.

Подробнее...

24 мая 2014 г.

Каллех - ылтăн медаль

Майăн 12-15-мĕшĕсенче Санкт-Петербург хулинче кире пуканĕ йăтассипе ветерансен Европа чемпионачĕ иртнĕ, унта пирĕн çĕр-шыври паллă спортсменсемпе пĕрле Шотланди, США, Ирланди, Норвеги, Хорвати, Франци, Финлянди, Казахстан, Латви, Украина, Кăркăсстан, Беларуç çĕр-шывĕсен паттăрĕсем те хутшăннă.

Подробнее...

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика