Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации

Найти

24 мая 2014 г.

Взрыв хатĕрĕсем упраççĕ-и? Полицие пĕлтерĕр!

Вăл е ку преступлени пулса иртсен, саккунпа килĕшỹллĕн уголовлă ĕç пуçараççĕ, следстви тĕпчевне ирттереççĕ. Материалсене суда тăратиччен полици сотрудникĕсен самаях ĕçлеме тивет.

Подробнее...

24 мая 2014 г.

Терроризмран сыхланăр!

Терроризмшăн нимĕнле чикĕ те çук. Вăл тĕне те, нацисене те, çĕр-шывсене те шеллемест. Унăн тĕллĕвĕ - çынсене, обществăна хăратса пусмăрласси. Çавăнпа террора хирĕç тăма, тĕрлĕ майсемпе сыхланма пĕлмелле.

Подробнее...

24 мая 2014 г.

Выльăх усратăн - укçаллă пулатăн

Ярăслав ялĕнче йышлă выльăх-чĕрлĕх тытакансем сахал мар. Анатолийпе Лидия Русскийсем те - çак шутра. Русскийсен картишĕнче - пĕр лашапа пĕр ĕне, 2 пуç ама сысна, пĕр пуç аçа сысна, сурăхсем. Кунсăр пуçне чăх-чĕп те нумай.

Подробнее...

24 мая 2014 г.

Пушар хăрушсăрлăхĕн тематикипе - ỹкерчĕксем

ВДПОн вырăнти уйрăмĕ надзор ĕç-хĕлĕн службипе тата пушар чаçĕпе, район администрацийĕн вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕпе пĕрле пушар хăрушсăрлăхĕн тематикипе ача-пăча творчествин Пĕтĕм Раççейри конкурсĕн районти тапхăрĕн мероприятине йĕркелерĕ.

Подробнее...

24 мая 2014 г.

Шыва кĕнĕ чухне асăрхануллă пулăр

Шыва сикмелли вырăн шырамалли правилăсем

Подробнее...

24 мая 2014 г.

Экзаменсем мĕнле йĕркепе иртĕç?

Выпускниксен - çав тери яваплă вăхăт. Майăн 26-мĕшĕнче пĕрлехи патшалăх экзаменĕсем пуçланаççĕ.

Подробнее...

21 мая 2014 г.

Çынсене яланах хапăл

Пурăнан пурнăçра тĕрлĕрен ыйтусем сахал мар тухса тăраççĕ: çурт-йĕре еткерлĕхе мĕнле хăвармалла, хваттере епле улăштарма май пур?

Подробнее...

21 мая 2014 г.

Ватăлма пĕлмест вăл чунĕпе

Ун çине пăхатăн та, сăн-питĕнче те, куçĕ çинче те хĕвел шевли вылянине, тутисем ăшшăн та ачашшăн кулса тăнине куратăн. Акă кам умĕнчен ватлăх пăрăнса иртет!

Подробнее...

21 мая 2014 г.

Кивчукалсем ентеше манмаççĕ

Кăçалхи Çĕнтерỹ уявĕ Кивĕ Чукалта пурăнакансемшĕн тепĕр паллă пулăмпа та асра юлчĕ.

Подробнее...

21 мая 2014 г.

Çĕр-шыв аталанăвĕшĕн ĕçленĕ

Çерем çĕрсене уçнăранпа хăйне евĕр юбилей çитнĕ май, куç умне хамăн çамрăклăхăмри манăçми тапхăр тухса тăрать.1958 çулхи июль уйăхĕнче мана, вăрман хуçалăхĕнче водительте ĕçлекенскере, директор хăй патне чĕнтерсе илчĕ. Ун кабинетĕнче Иван Шмелев водитель те пурччĕ.

Подробнее...

21 мая 2014 г.

Вăрмана кĕме чарнă

Хушăва ЧР çут çанталăк министрĕ Иван Исаев алă пуснă.Чăваш Енри вăрмансенче пушар тухас хăрушлăх IV класс пулнине палăртнă.

Подробнее...

21 мая 2014 г.

Операци пырать

Уйрăм çынсен тракторĕсемпе прицепĕсене тата хăй тĕллĕн çỹрекен ытти техника хатĕрĕсене вĕсен юсавлăхĕ, хăрушсăрлăх шайĕ мĕнле шайра пулнине, ĕç сыхлавне пăхăннине тĕрĕслес тĕлĕшпе республикăра, вăл шутра пирĕн районта та кашни çулах "Частник" операци иртет.

Подробнее...

21 мая 2014 г.

Чĕрĕ хỹме пулĕ

Нимле ĕçрен те ютшăнмаççĕ, пăрăнмаççĕ пуянкассисем. Хальхинче те вĕсем ял тăрăхĕн пуçарăвне - масар йĕри-тавра йывăçсем лартма шутланине ырласа йышăнчĕç.

Подробнее...

21 мая 2014 г.

Карта тытма - халăхпа

Хуть те мĕнле ырă ĕç тума та пуçаруçă кирлĕ. Акă Чукал ял тăрăхĕн администрацийĕпе вырăнти депутатсем кăçал ял масарĕ йĕри-тавра тытнă картана юсама тата çĕнетме тĕллев лартрĕç.

Подробнее...

21 мая 2014 г.

Кино уявĕ уçăлнă

"ÇЕÇПĔЛ" кинотеатрта чаплă лару-тăрура халăхсен хушшинчи VII Шупашкар кинофес-тивалĕ уçăлнă. 2008 çултанпа Чăваш Ен тĕп хулинче иртекен кино уявĕ - республикăн культура пурнăçĕнчи чи çутă пулăмсенчен пĕри.

Подробнее...

21 мая 2014 г.

Ертỹçисем канашланă

Майăн 16-мĕшĕнче район администрацийĕнче шкулчченхи пĕлỹ учрежденийĕсен ертỹçисен канашлăвĕ иртнĕ.

Подробнее...

21 мая 2014 г.

Чăваш Ен - малтисен шутĕнче

РАÇÇЕЙ ПРАВИТЕЛЬСТВИ виçĕ çуллăх тапхăрти кăтартусене тĕпе хурса федераци субъекчĕсен влаç органĕсен ĕç-хĕлĕн тухăçлăхне пĕтĕмлетекен рейтинга палăртнă.

Подробнее...

17 мая 2014 г.

Нихăçан та ỹркенмен

Хуть те мĕн калăр та, анчах ватлăхăн та хăйне евĕр илемĕ пур. Куç тулли ачасем, "асатте", "кукаçи" е "асанне", "кукамай" тесе чĕкеç чĕппи пек чĕвĕлтетекен мăнуксем, урампа пынă чух çынсем пуç тайса сывлăх сунни пурнăç ахаль иртменнине яр уççăн çирĕплетеççĕ.

Подробнее...

17 мая 2014 г.

Тракторпа та, автомашинăпа та…

Илья Михайлович Петров, 1954 çулхи ноябрĕн 15-мĕшĕнче салтак службинчен Виçпỹрт Шăмăрша таврăнсан, çемье, ял пурнăçĕпе паллашсан тарăн шухăша путнă.

Подробнее...

17 мая 2014 г.

Шăмăршăсен - "кĕмĕл"

Çак кунсенче Сĕнтĕрвăрринчи "Мариинский" физкультурăпа спорт комплексĕнче шкул ачисем хушшинче армспорт енĕпе республика ăмăртăвĕ пулчĕ.

Подробнее...

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика