Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации

Найти

07 октября 2015 г.

Тăван шкулăн - юбилей

ÇУЛСЕМ калама çук хăвăрт шăваççĕ. Тин çеç Виçпỹрт Шăмăршăри чиркỹ приход шкулĕ ỹçăлнăранпа 110 çул çитнине паллă тунăччĕ. Кăçал вара шкулăн 125 çулхи юбилйĕ те çитсе тăчĕ.

Подробнее...

07 октября 2015 г.

Палтиел шкулĕнче - ÇЫРАВÇĂСЕМ

ÇАК кунсенче Палтиелĕнчи вăтам шкулта тĕп хуламăрта пурăнакан чыслă хăнасем пулчĕç: поэтсем Нина Тараватпа, Зоя Сывлăмпи, «Тантăш» чăваш ачисен хаçачĕн корреспонденчĕ Луиза Васильева тата ГТРК Чăваш радио корреспонденчĕ Галина Вастрюкова. Вĕсем Раççейри Литература çулталăкне тата Чăваш Республикин К.В.Иванов поэт çулталăкне халалланă уява хутшăнма ятарласа çула тухнă.

Подробнее...

07 октября 2015 г.

Пулăшу юнашарах пулсан…

«РОСГОССТРАХ»... Пуриншĕн те паллă сăмах. Халĕччен вăл районта пурăнакансене сахал мар курăмлă пулăшу панă - çынсем тав туса пĕтереймеççĕ.

Подробнее...

03 октября 2015 г.

Вĕрентекен, сан умăнта эп пуçăма таятăп.

ПУРИНШĔН те çывăх уяв çывхарса килет - Учитель кунĕ! Вĕрентекенсен професси уявне пирĕнтен чылайăшĕ хавас кăмăлпа йышăнса илет. Кашниех анлă пурнăç çулĕ çине учитель ертсе пынипе тухнă-çке! Шкулта пухнă ăс пире малалла аталанма пулăшать, юратнă вĕрентекенĕн ăшă сăн-пичĕ, çепĕç чун-чĕри вара пире ĕмĕр тăрăшшĕпех ырă ĕçсем тума хавхалантарса тăрать.

Подробнее...

03 октября 2015 г.

Пĕр çул сисĕнмест те

Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн 59 статйипе килĕшÿллĕн, Тăван çĕршыва хÿтĕлесси - кашнин сăваплă тивĕçĕ. Çакăнтан пăрăнакансене уголовлă яваплăх кĕтет, вĕсене икĕ çуллăха ирĕкрен хăтарма пултараççĕ. Тепĕр йышши айăплав - 200 пин тенкĕ таранччен штраф тÿлеттерни е икĕ çула яхăн ирĕксĕрлесе ĕçлемелли вăхăт.

Подробнее...

03 октября 2015 г.

Ватăсене - хавас кăмăл

ОКТЯБРĔН 1-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунĕнче, ветерансем районти Культура керменне пуçтарăнчĕç. Вĕсем хăйсен ăс-хакăлĕпе пултарулăхне, сывлăхĕпе çамрăклăхне паянхи ăрăва халалланă. Эпир уншăн ветерансене тав сăмахĕ калатпăр. Культура ĕçченĕсем ятарласа вĕсен ячĕпе концерт хатĕрленĕ

Подробнее...

03 октября 2015 г.

Шупашкарта - концертра

Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунĕ ячĕпе пирĕн районти ветерансем Шупашкара кайса килнĕ. Вĕсем Ача-пăча пултарулăх керменĕнче çамрăксен тата чăваш çăлтăрĕсен эстрада артисчĕсен ыркăмăллăх уяв концертĕнче пулнă.

Подробнее...

03 октября 2015 г.

Бюджет кредичĕ

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН Пуçлăхĕ М.Игнатьев Раççей Федерацийĕн Правительствин Пуçлăхĕпе Д.Медведевпа тата Раççей Финанссен министрĕпе А.Силуановпа килĕшсе татăлнă тăрăх республика бюджетне 2,366 миллиард тенкĕ укçа килсе çитнĕ. Ăна бюджет кредичĕсем енĕпе пухăннă парăмсене тÿлесе татма уйăрнă.

Подробнее...

03 октября 2015 г.

Шыв ыйтăвĕ те,оборона промышленноçĕ те

СЕНТЯБРĔН 29-мĕшĕнче Чĕмпĕрте Раççей Федерацийĕн Хăрушсăрлăх Канашĕн Секретарĕ Николай Патрушев тата Раççей Президенчĕн Атăлçи федераци округĕн полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич пĕрлехи канашлу ирттернĕ. Унта шывпа усă курмалли йĕркене пăснин тата шывпа эффективлăрах усă курмалли ыйтусене хускатнă. Çавăн пекех оборонăпа промышленноç комплексĕсене кадрсемпе тивĕçтерес ыйтăва та сÿтсе явнă.

Подробнее...

30 сентября 2015 г.

Права и обязанности

УФМС России по Чувашской Республике напоминает, что в соответствии с законодательством, гражданин Российской Федерации, вне зависимости от возраста, обязан регистрироваться по месту пребывания и по месту жительства в пределах Российской Федерации.

Подробнее...

30 сентября 2015 г.

Ханша… ан ĕç шанса

ПЫТАРМАЛЛИ çук: тепĕр чух коллективра пĕрле пухăнса кĕреке йĕркелес йăла пур - камăн юбилей е çуралнă кунĕ. Ырлас та, сивлес те килмест çак йăлана - анчах мĕн тăвăн.

Подробнее...

30 сентября 2015 г.

Ватăлмасть-ха ача сачĕ

КУНТА çÿрекенсем хальлĕхе пĕчĕккĕ-ха та, Шăмăршăри «Аленушка» ача сачĕ вара 35 çул тултарчĕ. Çавна май кунта уяв ирттернĕ, унта ачасене шкул умĕнхи воспитани парас ĕçре пысăк тÿпе хывнисене, пенсионерсемпе педагогика ĕçĕн ветеранĕсене чĕннĕ.

Подробнее...

30 сентября 2015 г.

Республикăри фестивальте

НУМАЯХ пулмасть Шăмăршăри вăтам шкулта вĕренекенсем республикăри ачасен ĕç бригадисен фестивальне хутшăннă.

Подробнее...

30 сентября 2015 г.

Малтисем - чи вăйлисем

Кун пирки иккĕленÿ пулма пултараймасть - спортра яланах чи вăйлисем çĕнтереççĕ. Çакна палăртма кăмăллă: районта кашни çулах наци кросĕ пысăк активлăхпа иртет.

Подробнее...

26 сентября 2015 г.

Тăлăх ачасене усрава илекен çемьесене - пулăшу

РЕСПУБЛИКĂРА кашни çулах «Чăваш Ен – тăлăхсемсĕр» автокараван иртет. Ăна тăлăхсен социалла йывăрлăхĕсем çине тимлĕх уйăрас, çемье авторитетне ÿстерес, усрава илекен ашшĕ-амăшĕсен сывлăхне психика тĕлĕшĕнчен тĕреклетес тĕллевпе йĕркелеççĕ.

Подробнее...

26 сентября 2015 г.

«Асăрханăр! Ачасем!»

АЧАНА çул çинчи хăрушсăрлăх правилисемпе пĕчĕкренпех паллаштармалла. Çапла шутлаççĕ «Сказка» ача садĕнче ĕçлекенсем. Вĕсем Раççей шайĕнче иртекен «Асăрханăр! Çул çинче ачасем!» акцие аслă ушкăнри ачасене явăçтараççĕ. Ку тĕрĕсех, мĕншĕн тесен çу каçипе каннă хушăра пĕчĕкскерсем çул урлă каçнă чух хăйсене мĕнле тыткаламалли çинчен манса кайма та пултарнă. Халĕ, çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçлансан, вĕсене тепĕр хут аса илтерни кирлех.

Подробнее...

26 сентября 2015 г.

Эх, кăмпи - хура кăрăç, уплюнкка…

ХĔВЕЛЛĔ ăшă кун «Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕнче «Кăмпа уявĕ» иртрĕ. Кăмпа юратакансемшĕн çак уяв йăлана кĕчĕ темелле – кашни çулах пĕрле пухăнса вăрмана çул тытаççĕ. Мĕн чухлĕ çĕнĕ информаци илеççĕ вĕсем çак кану кунĕнче: хăш кăмпана мĕнле пуçтарса тĕрĕс хатĕр-лесси, ăна епле упрасси - тем çинчен те пĕлме пулать экологи сукмакĕпе кăмпа пуçтарнă май.

Подробнее...

26 сентября 2015 г.

Тухăç ĕçчене савăнтарать

КАРАПАЙ ШĂМĂРШĂ тăрăхĕнчи О.Хлюкин хресчен (фермер) хуçалăхĕнче тырпул пухса кĕртес ĕç вĕçленнĕ.

Подробнее...

26 сентября 2015 г.

Пĕрремĕш канашлу

Сентябрĕн 23-мĕшĕнче районти депутатсен Канашĕн виççĕмĕш созывĕн пĕрремĕш канашлăвĕ пулса иртнĕ.

Подробнее...

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика