Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации

Найти

02 сентября 2015 г.

Районти ветерансен конференцийĕ

Ĕçпе вăрçă тата право йĕркине сыхлакан органсен районти ветеранĕсен Канашĕн отчетпа суйлав конференцийĕ пулса иртнĕ. Унăн ĕçне районти ветерансен 31 пуçламăш организацийĕнчен суйланă делегатсемсĕр пуçне ветерансен юхăмĕнче хастар та активлă ĕçлекен, ял-йышра пысăк авторитетпа усă куракан çулланнă пенсионерсем те хутшăннă.

Подробнее...

02 сентября 2015 г.

Пĕве те кирлĕ, кỹлĕ те…

Ытти хăшпĕр ялта сăвакан ĕнесен йышне чакараççĕ пулсан, Энтĕрьелсем чăн-чăн хресчен пулма пăрахман-ха. Нумайăшĕ картиш тулли выльăх усрать, хамăртан ытлашши сĕте сутса укçа тăватпăр. Çав вăхăтрах хăшпĕр йывăрлăхсем те тĕл пулаççĕ.

Подробнее...

02 сентября 2015 г.

Тарпа шăварăннă хирсем

- Вырсарникунхи çумăр темех мар, вырма ĕçĕсене нумай чăрмантараймарĕ, - терĕ район администрацийĕн ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалисчĕ Вадим Севрюгин, тырпул пухса кĕртес ĕç мĕнле пыни пирки калаçу пуçарсан.

Подробнее...

02 сентября 2015 г.

Ача куллиллĕ илемлĕ уяв

Пĕлỹ кунĕ ячĕпе савăнăçлă мероприятисем районти кашни шкултах чаплă та асра юлмалла иртнĕ. Районĕпе 1503 вĕренекен парттăсем хушшине ларнă. Çав шутра 154 вĕренекен - пĕрремĕш класа пуçласа килнисем. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П. Фадеев Васанти тĕп шкулта Пĕлỹ кунĕ ячĕпе ирттернĕ уява хутшăннă.

Подробнее...

26 августа 2015 г.

Ирĕкре ан çỹреччĕр выльăхсем

Профилактика мероприятийĕсен комплексĕнче полицин участковăй уполномоченнăйĕсен тата çул çитменннисемпе ĕçлекен служби паллă вырăн йышăнать. Районта полицин 6 участковăй пункчĕ ĕçлет. Кăçал январь-июль уйăхĕнче участковăй уполномоченнăйсем граждансен 934 çырăвĕпе заявленине пăхса тухнă.

Подробнее...

26 августа 2015 г.

Ỹсĕрле руль умне ларсан…

2015 çулхи январь-июль уйăхĕсенче район территорийĕнче 84 преступлени тунине регистрациленĕ (пĕлтĕр çак тапхăрта – 60). Вĕсен шучĕ ỹсни хăшпĕр преступленисене кăçал ытларах тупса палăртнипе те çыхăннă.

Подробнее...

26 августа 2015 г.

Аса илетпĕр ырăпа кăна

Аслăрах ăру çыннисем - колхозра-совхозра е ытти ялхуçалăх предприятийĕнче ĕçленисем - Валентин Алексеевич Агафонова лайăх астăваççĕ. Республикăри ялхуçалăх министрĕнче ĕçленĕ çулсенче те, каярахпа - РСФСР халăх депутачĕ пулнă чухне те Валентин Алексеевич Шăмăршă тăрăхĕнче час-часах пулатчĕ.

Подробнее...

26 августа 2015 г.

Апат-çимĕç пахалăхĕпе хакĕ халăха тивĕçтертĕр

Çуркуннепе çу пуçламăшĕнче пахчаçимĕçпе улма-çырла, сахăр, хăшпĕр тавар хакланнине çынсем хăнăхрĕç ĕнтĕ. Август-сентябрь уйăхĕсенче сентресем çĕнĕ тухăçпа тулаççĕ. Çывăх вăхăтра лавккара е пасарта хак епле йĕркеленĕ?

Подробнее...

26 августа 2015 г.

Кашни минут хаклă

Ĕнерхи кун тĕлне районти ялхуçалăх предприятийĕсемпе фермерсем 4690 гектар çинчи (58 проц.) тырпула пуçтарса кĕртнĕ. Вăтам тухăç хальлĕхе - гектартан 16,6 центнер.

Подробнее...

26 августа 2015 г.

Шăмăршăра - дуатлон

ИРТНĔ шăматкун Шăмăршăра иккĕмĕш хут республика шайĕнчи дуатлон ăмăртăвĕ иртрĕ. Унта спортсменсем чупу-велосипед-чупу программăпа тупăшрĕç.

Подробнее...

22 августа 2015 г.

Юратнă çĕршыв мăнаçлăхĕ

Августăн 22-мĕшĕнче пирĕн çĕршывра Раççей Федерацийĕн ялавĕн кунне паллă тăваççĕ. Шурă-кăвак-хĕрлĕ тĕслĕ ялав патшалăх символĕ пулса тăрать, унăн историйĕ пуян та мухтавлă. Ялавăн кашни тĕсĕн хăйĕн пĕлтерĕшĕ пур. Шурă тĕс - пархатарпа чапа, кăвакки - шанчăклăхпа чыслăха, хĕрли хăюлăхпа юратăва пĕлтереççĕ.

Подробнее...

19 августа 2015 г.

Хурçăран-ши тунă сана, чăваш арăмĕ?

Мария Матвеевна Лукьянова (хĕр чухнехи хушамачĕ Тарасова) 1925 çулхи августăн 19-мĕшĕнче Виçпỹрт Шăмăршă ялĕнче çуралнă. Ялти шкулăн 4 класне пĕтерсенех аслисемпе пĕрле колхозра ĕçлеме пуçланă.

Подробнее...

19 августа 2015 г.

Çамрăксем - Тăван çĕршыв хỹтĕлевçисем

Июльте Раççейри яваплă тапхăр - призыв компанийĕ вĕçленчĕ. Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Патăрьелпе Шăмăршă районĕсенчи пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çурхи призывра икĕ районтан пурĕ 140 çамрăка çар службине илнĕ, çав шутран Шăмăршă тăрăхĕнчен 26 призывника.

Подробнее...

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика