Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации

Найти

16 мая 2015 г.

«Илпек юратăвĕ ялан чĕрере»

Çулĕсем чылай пулин те, хĕр чухнехи чиперлĕхне çухатманччĕ-ха вăл, кулли те илемлĕ. Хăйшĕн чи çывăх çын пулнă мăшăрĕ - Н.ф.Ильбеков çинчен çав тери юратса, ăшшăн аса илчĕ, иккĕш пĕрле çапăннă сăн ỹкерчĕксене те кăтартрĕ. Хамăрăн паллă ентешĕн, Чăваш халăх писателĕн Илпек Микулайĕн арăмĕпе Вера федоровнăпа 2003 çулхи хĕвеллĕ май уйăхĕн пĕр кунĕнче чылайччен шăкăл-шăкăл калаçса лартăмăр, хăмла çырли варенийĕпе тутлăлантарнă чей ĕçрĕмĕр.

Подробнее...

16 мая 2015 г.

«Кĕрсе тух, тăванăм, ман пата…»

ИЛПЕК МИКУЛАЙĔ... Унăн ячĕ хăй çуралнă Виçпỹрт Шăмăршă ялĕнче кăна мар, ырми-канми ĕçлесе пурăннă тĕп хуламăрта Шупашкарта та, чăваш пурăнакан пур вырăнта та - пысăк чыс-хисепре.

Подробнее...

16 мая 2015 г.

Яланах асра

Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитрĕ. 1418 кун кĕтнĕ çак куна Совет халăхĕ. Çĕнтерỹ кунĕ - савăнăçлă та, хурлăхлă та. Çак кун вăрçăра пĕрле çапăçнисемпе тĕл пулни, пĕрле тылра ĕçленисемпе курнăçни, тĕл пулса калаçни, палăксем умне чечек кăшăлĕсем хуни.

Подробнее...

16 мая 2015 г.

Уншăн вăрçă часах вĕçленмен

1945 çулхи майăн 9-мĕшĕнче Мускавра Аслă Çĕнтерỹ салючĕн залпĕсем кĕрленĕ. Анчах та пирĕн çарсен хăш-пĕр чаçĕсемшĕн вăрçă вĕçленмен пулнă-ха - вĕсем Прибалтика тăрăхĕнчи бандитсен ушкăнĕсене тĕп тăвассишĕн çапăçнă.

Подробнее...

16 мая 2015 г.

К.Кусаинов - тĕнче чемпионĕ

Тĕнче, Европа, Раççей тата Чăваш Ен чемпионĕ К.Кусаинов тĕрлĕ шайри ăмăртусене тăтăшах хутшăнать. Çак кунсенче вăл Крым Республикинчи Керчь хулинче иртнĕ кире триатлонĕн чемпионатĕнче вăй виçнĕ.

Подробнее...

16 мая 2015 г.

Депутатсен Пухăвĕн ларăвĕ

Майăн 13-мĕшĕнче район администрацийĕн çуртĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн черетсĕр 36-мĕш ларăвĕ пулса иртнĕ. Ларăва район пуçлăхĕ Менир Хамдеев ертсе пынă. Лару ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Фадеев хутшăннă.

Подробнее...

16 мая 2015 г.

Май, 20 - Пĕрлехи Информаци кунĕ

Информаци кунне ирттерме района республикăран ĕçлĕ ушкăн килсе çитет.

Подробнее...

16 мая 2015 г.

«Çемье вăл - юрату управĕ, телей çăлкуçĕ» –çапла каларĕç нумай çул хушши пĕрле килĕштерсе пурăнакансем

«Патшалăх вăл - пысăк çемье, çемье вара - юрату çинче тытăнса тăракан пĕчĕк патшалăх», - тенĕ ваттисем. Юрату, пĕр- пĕриншĕн тăрăшни, пĕрне-пĕри хисеплени, шанни, ăнланма та каçарма пĕлни - питех те пĕлтерĕшлĕ çак паха енсем çирĕп те туслă çемьери хутшăнусене йĕркелеççĕ.

Подробнее...

13 мая 2015 г.

Кĕвĕ çаврăмĕ - тĕнче илемĕ

Вĕренỹ çулĕ вĕçленес умĕн Шăмăршăри ача-пăча искусство шкулĕнче çулленех çамрăк музыкантсен отчетлă концерчĕ иртет. Нумаях пулмасть йĕркеленĕ çакнашкал мероприятире вĕсем куракансене чунтанах савăнтарчĕç.

Подробнее...

13 мая 2015 г.

Офицерсен укçипе - Асăну обелискĕ

Фронтра паттăррăн çапăçса пуç хунисене ĕмĕр асăнмалăх обелиск лартни - питĕ пархатарлă ĕç, вилнисен умĕнчи сумлă тивĕç.

Подробнее...

13 мая 2015 г.

Экзаменсен шутне ỹстерĕç-и?

РФ Вĕренỹ министерстви 9-мĕш класра ăс пухакансене тăватă экзамен тыттарасшăн.

Подробнее...

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика