Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации

Найти

13 мая 2015 г.

Районти уй-хирсенче

Ĕнерхи кун тĕлне районти хуçалăхсем 7265 гектар(82,2 %)çурхи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акса хăварнă.Çав шутра: 4150 гектар çурхи тулă, 3095 гектар урпа, 20 гектар пăрçа.

Подробнее...

13 мая 2015 г.

Ĕмĕрех пул чаплă, Аслă Çĕнтерỹ!

Аслă Çĕнтерỹ 70 çул тултарнă ятпа район центрĕнче иртекен савăнăçлă митинга ветерансем кăкăр тулли наградăпа пычĕç. Пĕтĕм Раççейĕпех йĕркеленĕ «Вилĕмсĕр полк» акцие хутшăнса, Шăмăршă ачисем кашниех вăрçăра вилнĕ е киле таврăнсан çĕре кĕнĕ çывăх тăванĕсен фотопортречĕсене йăтнă.

Подробнее...

08 мая 2015 г.

Чăннипех те тивĕç хисепе

Николай Федорович Романов 1915 çулхи ноябрĕн 19-мĕшĕнче Ярăслав ялĕнче çуралнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă: фронтри паттăрлăхшăн ăна III степень Мухтав орденĕпе, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе тата медальсемпе наградăланă.

Подробнее...

08 мая 2015 г.

Чи çутă çăлтăр пекех

Манăн аттен кукашшĕ Николай Васильевич Космовский тата аслашшĕ Иван Петрович Филиппов Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă.

Подробнее...

08 мая 2015 г.

Вутпа ĕннĕ, куççульпе йĕпеннĕ çырусем

Аслă Çĕнтерỹ 70 çул тултариччен пĕр кун юлчĕ. Паян Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă çынсем питех те сахал. Вăрçă ачисен йышĕ те çулсерен чакса пырать. Мĕн каламалли: 1941 çулта çуралнисем те халĕ çитмĕл тăваттăра вĕт-ха.Çĕнтерỹ çăмăллăн килмен, пирĕн çĕршыв калама çук йывăр çухатусем тỹснĕ.

Подробнее...

08 мая 2015 г.

Вăрçă çулĕсем - Ярăслав ялĕнче

1941 ÇУЛХИ октябрь уйăхĕнчен пуçласа ялти ĕçлеме пултаракан 53 çынна (14 çултисене те хăварман) Улатăр патне окопсем чавма илсе кайнă. Нумайăшĕ йывăр ĕçре асапланса чире кайнă, ал-урине тăм илтернĕ.

Подробнее...

08 мая 2015 г.

Нихăçан та манмастпăр

Çĕнтерỹ кунне эпир, аслă ăру çыннисем, савăнăçпа та куççульпе паллă тăватпăр. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче хĕн-асап тỹснĕ çынсемшĕн Çĕнтерỹ уйрăмах хаклă. Вăрçă пуçланнă çул эпĕ вуннăраччĕ.

Подробнее...

08 мая 2015 г.

Манăçмаççĕ çав çулсем, тăванăм

Вăрçă кỹрекен хуйха, çухатăва Палтиелĕнче пурăнакан 78-ти Е.Н.Бочурова (Нягина) пĕчĕклех чĕре витĕр кăларнă. 39 çул «Ленинская искра» («Мир») хуçалăхăн уй-хир бригадинче вăй хурса ят-сум илнĕ хĕрарăм ачалăхри йывăр самантсене куççульсĕр аса илеймест

Подробнее...

08 мая 2015 г.

Патирек хĕрĕ - паттăр салтак

Надежда Герасимовна Макашина (Чугунова) пирĕн районти Патирек ялĕнче çуралса ỹснĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан, çамрăк учительница хăйĕн ирĕкĕпе фронта тухса кайнă. Çар ĕçне вĕреннĕ те, пехотăра çыхăнуçă пулса çапăçнă.

Подробнее...

08 мая 2015 г.

Çирĕмри капитан

Илья Николаевич Павлов капитан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин вут-çулăмĕнче ỹснĕ. Вăрçă пуçланнă чух вăл 18 çулта пулнă. Патăрьелĕнчи педучилищĕрен вĕренсе тухнă та, хăйĕн тахçанхи ĕмĕтне - Хĕрлĕ Çар командирĕ пулассине пурнăçа кĕртес шутпа, тỹрех С. хулинчи артиллерипе миномет училищине кайса кĕнĕ. Анчах нумай вĕренме тỹр килмен: вăрçă пуçланнă...

Подробнее...

08 мая 2015 г.

Ача çуралать - ял пурăнать!

Кăçалхи тăватă уйăхра районта 46 ача - 23 арçын ачапа 23 хĕрача çуралнă.

Подробнее...

08 мая 2015 г.

Уй-хирте те, фермăра та хĕрỹ ĕç вĕрет…

«Советская Чувашия» хаçат, «Чувашия» ГТРК тата Чăваш наци телевиденийĕн пĕрлехи проекчĕпе хатĕрленĕ «Пирĕн Республика. Тĕп тема» программăн черетлĕ кăларăмне майăн 5-мĕшĕнче «Россия-1» каналăн регионти эфирĕнче куртăмăр.

Подробнее...

08 мая 2015 г.

Ан манăр… Тархасшăн, ан манăр!

Эпир ача чухне - çур ĕмĕр каялла - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă çынсем ялта йышлăччĕ. Район хаçатĕнче ĕçлеме пуçланă малтанхи çулсенче те редакцие фронтовиксем тăтăш кĕрсе тухатчĕç.

Подробнее...

08 мая 2015 г.

Аталану çулĕпе - малалла

Майăн 6-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Трактор завочĕсем» концерн президенчĕпе Михаил Болотинпа тата çак концерн вице-президенчĕпе Альберт Баковпа тĕл пулнă.

Подробнее...

06 мая 2015 г.

Курма çеç мар, чуна пуянлатма та

Васанти историпе тăван тавралăхăн халăх музейне хамăр районта кăна мар, республикăра та лайăх пĕлеççĕ. Унăн ĕç-хĕлне Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Г.Ларшников професси ăсталăхĕпе йĕркелесе пырать. Ахальтен мар ĕнтĕ Герман Николаевич музейсен 2014 çулхи ĕç кăтартăвĕсем тăрăх республикăра малти вырăна тухнă.

Подробнее...

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика