Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации

Найти

15 октября 2014 г.

Кашни ача - тимлĕхре

Октябрĕн 10-мĕшĕнче район администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен çамрăксемпе тата вĕсен прависене хỹтĕлес тĕлĕшпе ĕçлекен комиссипе наркотиксемпе усă курнине хирĕç кĕрешекен комиссин пĕрлехи ларăвĕ иртнĕ.

Подробнее...

15 октября 2014 г.

Диплом илме тивĕçнĕ

Çак кунсенче Карапай Шăмăршăри вăтам шкула Шупашкартан савăнăçлă хыпар çитрĕ.

Подробнее...

15 октября 2014 г.

Василий Кошкин ячĕ те пур

"Чăваш Республикин Президенчĕн библиотеки" сери çĕнĕ кĕнекепе пуянланчĕ. Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче 11-мĕш том - "Ял хуçалăх ĕçченĕсем" кĕнеке пичетленсе тухрĕ.

Подробнее...

15 октября 2014 г.

Вĕсем - чăн-чăн паттăрсем

РОБЕРТ РОЖДЕСТВЕНСКИН "Паттăрсене ĕмĕр мухтав" поэма- реквиемĕнчи йĕркесем аса килеççĕ: "... Именем жизни клянемся павшим героям: то, что отцы не допели, - мы допоем! То,что отцы не построили, - мы построим!"

Подробнее...

15 октября 2014 г.

Манмастпăр вăрçăра вилнисене

Васан ял тăрăхне кĕрекен Кивĕ Шăмăршă клубĕ çумĕнче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунă ентешсене асăнса пĕлтĕр парк чĕртнĕччĕ, унта туя тата хыр йывăççисене лартса хăварнăччĕ. Кăçал вара Ларшниковсен çемйи çак паркра 1914-1918 çулсенчи Пĕрремĕш тĕнче вăрçинче вилнĕ ял çыннисен ячĕпе аллея лартма шутланă.

Подробнее...

11 октября 2014 г.

Тăнăçлăхпа туслăха Чăваш Ен те çирĕплетет

"Спортри пĕрлĕхре - тĕнче тăнăçлăхĕ: пĕтĕм ĕçсен стратегийĕ" пленарлă лару Çĕнĕ Шупашкарти "Сокол" Пăр керменĕнче иртнĕ. Ăна Раççей Федерацийĕн спорт министрĕ Виталий Мутко ертсе пынă. Виталий Леонтьевич ларăва уçнă май чи хаклă хăнасемпе паллаштарнă.

Подробнее...

11 октября 2014 г.

Шăнкăр-шăнкăр тăрă шыв…

Хăçан юхма пуçлĕ-ши вăл крансенчен? Ĕçмелли таса шыв ыйтăвĕ Шăмăршă районĕнче пурăнакансене вун-вун çул пăшăрхантарать, мĕншĕн тесен шыв вăл чăн малтан çын сывлăхĕпе çыхăннă. Ним пытармалли те çук: эпир ĕçекен шыв пахалăх шайĕпе çын организмне сиен кỹрет, хăш-пĕр чир-чĕре пуçарса яма пулăшать.

Подробнее...

11 октября 2014 г.

"Атя, старик, почтăна!"

- "Шăмăршă хыпарĕ" хаçата 60 çул ытла çырăнса илетĕп, малашне те çырăнасчĕ-ха", - тет Кивĕ Чукалти ĕç ветеранĕ, ялти хисеплĕ ватă А.В.Чурбанов. Александр Васильевич ялти почта ĕçченĕсене - çыхăну уйрăмĕн пуçлăхне Т.М.Мандрюкована тата А.Н.Лубошновапа Ю.Н.Тюнюкова почтальонкăсене Пĕтĕм тĕнчери почта кунĕпе чĕререн саламлать.

Подробнее...

11 октября 2014 г.

Инçетре, Германире…

Германире (ГДР) Совет çарĕсен ушкăнне (ГСВГ) нимĕç фашисчĕсене аркатса тăкнă хыççăн йĕркеленĕ. Çакă Совет Союзĕн Хĕвел анăç чиккисене тăшманран хỹтĕлессипе те çыхăннă, стратеги тĕлĕшĕнчен пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. Совет Союзĕ пулнă тапхăрта Германире пирĕн çĕр-шыври 8 миллион ытла салтак тĕрлĕ чаçсенче службăра тăнă.

Подробнее...

11 октября 2014 г.

Шашка турнирĕнче ăмăртрĕç

Шашка вăййин пĕлтерĕшне пысăк-латас, спортăн çак тĕсне кăмăллакансен ăсталăхне ỹстерес тĕллевпе Карапай Шăмăршăри культурăпа кану центрĕнче шашкăлла выляса районта мала тухассишĕн турнир йĕркелерĕмĕр.

Подробнее...

11 октября 2014 г.

Пирус туртма пăрахас тесен…

Пирус туртакансен йышĕ, уйрăмах çамрăксем хушшинче, çулран-çул ỹссех пырать. Ку, паллах, пире, аслă ỹсĕмри çынсене, питĕ пăшăрхантарать.

Подробнее...

11 октября 2014 г.

Кайăксем те шута юратаççĕ

Килти хур-кăвакалпа кайăк-кĕшĕк пулманран вĕçен кайăксен тĕрĕс шутне палăртма питĕ йывăр. Çавах та çынсен çакăн çинчен те пĕлмеллех.

Подробнее...

11 октября 2014 г.

Халăхшăн тăрăшса

Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерстви иртнĕ çул массăллă информаци хатĕрĕсем урлă пассажирсене турттарас ĕçе тĕрĕслесе тăрасси пирки пĕлтернĕччĕ, çак тĕллевпе ГИБДД ĕçченĕсемпе пĕрле ятарлă рейдсем те ирттернĕччĕ.

Подробнее...

11 октября 2014 г.

Службăра пуласси - хисеплĕ тивĕç

2014 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Раççейре кĕрхи призыв кампанийĕ старт илчĕ. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2014 çулхи сентябрĕн 30-мĕшĕнчи 647-мĕш номерлĕ Указĕпе килĕшỹллĕн кăçалхи кĕрхи призывра Раççей субъекчĕсенчен пурĕ 154 пин те 100 çынна çар службине илме палăртнă, çав шутран Чăваш Республикинчен - 1204 çамрăка.

Подробнее...

11 октября 2014 г.

Ăшă … "шăрăх" ан пултăр

Шăпах çакăн çинчен аса илтерес килет район çыннисене. Пушарсем ытларах чухне çуртсене хутса ăшăтмалли тапхăр пуçланнă чухне пулаççĕ.

Подробнее...

11 октября 2014 г.

"Условниксен" йышĕнчен - колоние

Суд йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн ĕçлесе юсанмалла е ирĕк прависене чакармалла тунисен, "условниксен", обязательнăй ĕçсенче пулмаллисен, палăртнă тапхăрта вăл е ку должнăçра ĕçлеме юраманнисен айăплав срокĕ пурнăçланнине тĕрĕслесе тăракан районти инспекци правона сыхлакан ытти органсемпе тачă çыхăнса ĕçлет.

Подробнее...

11 октября 2014 г.

Ыр кăмăллăх сехечĕ

Шăмăршă ял тăрăхĕн централизациленĕ библиотеки Пĕтĕм Раççейри куç курманнисен обществин вырăнти уйрăмĕпе пĕрле ыр кăмăллăх сехечĕ ирттерчĕç.

Подробнее...

11 октября 2014 г.

Пултаруллă учитель, талантлă музыкант

Пирĕн районта К.Анисимов учителе чылайăшĕ паллать. Шăмăршă вăтам шкулĕнче ачасене пĕр улшăнми 29 çул музыкăпа вĕрентет вăл. Хăйĕн тивĕçне яланах тỹрĕ кăмăлпа, професси ăсталăхĕпе пурнăçланă, общество ĕçĕсене хастар хутшăннă май, Константин Васильевич коллективпа ачасен тата ял-йыш хисепне тивĕçнĕ.

Подробнее...

11 октября 2014 г.

"Кĕрхи вăрман салхуллă та илемлĕ…"

Шăмăршă ял тăрăхĕн тĕп библиотеки çумĕнче ĕçлекен "Тутлă историсем" клуба çỹрекенсем çак кунсенче "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕнче черетлĕ заняти ирттерчĕç.

Подробнее...

08 октября 2014 г.

Упăшкаран нимĕн те ан пытарăр

Палюк икĕ юлташĕпе Шăмăршăра платникре ĕçлерĕ. Тепĕр эрнерен, ĕç вĕçленнĕ кун, арăмĕ патне телефонпа шăнкăравларĕ: "Праски, 7 сехет тĕлнелле ĕçе вĕçлесе пыратăп, мунча хут-ха, пĕр эрне йĕркеллĕ çăвăнман",- терĕ. Праски упăшки хушнине пурнăçларĕ. Мунча хутасси уншăн йывăр ĕç мар, шывĕ мунчарах, вутти те хатĕр.

Подробнее...

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика