Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации

Найти

04 октября 2014 г.

Ылтăн алăсем ырă ĕç тăваççĕ

Унăн уçă та илемлĕ сасси концертсенче те, район пĕлтерĕшлĕ пысăк уявсенче те янăрать. "Чăн-чăн артист!" - теççĕ пултарулăха хак парса район çыннисем. "Ылтăн алăллă çын, чăн-чăн педагог!" - çапла хушса хураççĕ Владимир Борисовича лайăх паллакансем.

Подробнее...

04 октября 2014 г.

"Ман сăввăмсем тухаççĕ чĕререн…"

Патирекри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти тутар чĕлхипе литератури учителĕ Эльзия Минегалиевна Шарипова - пур енлĕ аталаннă çын.

Подробнее...

04 октября 2014 г.

Чăваш Ене килнисене пулăшма

Украинăран Чăваш Ене тарса килнисене ĕçе вырнаçма пулăшасси - республикăри ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсен паянхи чи пысăк тĕллевĕсенчен пĕри.

Подробнее...

04 октября 2014 г.

Чи лайăххисен шутĕнче

2014 çулхи пĕрремĕш çур çулти ĕç кăтартăвĕсем тăрăх Чăваш Ен халăха ĕçпе тивĕçтерес тĕлĕшпе патшалăх пулăшăвĕ парассипе çĕр-шывра чи лайăх ĕçлекен субъектсен шутне кĕнĕ.

Подробнее...

04 октября 2014 г.

Службăран пăркаланатăн - суд сакки çине ларатăн

Раççейри Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи пайĕн сотрудникĕсем массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсемпе пĕрле брифинг ирттерчĕç.

Подробнее...

04 октября 2014 г.

Педагогсен - уяв

Кĕçнерни кун районти Культура аталанăвĕн центрĕнче Учитель кунне халалласа уяв иртрĕ. Халăха вĕрентес ĕçре тăрăшакансене район пуçлăхĕ Менир Хамдеев, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - социаллă аталану пайĕн ертỹçи Владимир Петьков, район администрацийĕн вĕрентỹ тата çамрăксен политики пайĕн пуçлăхĕ Наталья Игнатьева ăшшăн саламларĕç, хисеплĕ професси çыннисене çирĕп сывлăх, ĕçре тата пурнăçра çĕнĕ çитĕнỹсем сунчĕç.

Подробнее...

04 октября 2014 г.

Бизнеса аталантарма

Раççей Федерацийĕн Правительствин Йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн Чăваш Республикине бизнеспа предпринимательствăна аталантарма 142 миллион тенкĕ укçа килсе çитнĕ.

Подробнее...

04 октября 2014 г.

Йỹнĕ кредит параççĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев октябрĕн 1-мĕшĕнче Мускавра РФ финанс министрĕпе Антон Силуановпа курнăçнă.

Подробнее...

01 октября 2014 г.

Сывлăх кунĕ

Çынсем сывă пулччăр тесен ачасене пĕчĕкренех физкультурăпа спорта юратса ỹстерме хăнăхтармалла. Шăпах çакна тĕп тимлĕхре тытаççĕ Пуянкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта. Нумаях пулмасть кунта Сывлăх кунĕ пулса иртрĕ.

Подробнее...

01 октября 2014 г.

Ачасем - сывă пурнăç йĕркишĕн

"Ачасен сывлăхĕпе хăрушсăрлăхĕшĕн" акцие хутшăнса Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем футбол матчĕ йĕркелерĕç.

Подробнее...

01 октября 2014 г.

Паркра - субботник

Кĕрхи санитарипе экологи уйăхлăхне хутшăнса район администрацийĕн ĕçченĕсем Виçпỹрт Шăмăршăри СССР халăх артисчĕ В.Н.Яковлев ячĕпе хисепленекен паркра субботник ирттерчĕç.

Подробнее...

01 октября 2014 г.

Паллă çыравçа халалласа

Вырăссен паллă писателĕ Николай Островский çуралнăранпа 110 çул çитнине халалласа Шăмăршă ял тăрăхĕн тĕп библиотекинче "Хурçă çапла хĕрнĕ" курав-портрет йĕркеленĕ, унта çыравçăн пурнăçĕпе пултарулăхĕпе тĕплĕн паллашма пулать.

Подробнее...

01 октября 2014 г.

Кĕрхи илем

Çут çанталăка сăнама, унăн тĕрлĕ енлĕхне чунпа туйма пĕлни кашни çыншăнах пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Подробнее...

01 октября 2014 г.

Сывлăшра вĕçеççĕ… "çĕленсем"

Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем кашни çулах республикăри сывлăш "çĕленĕсен" фестивальне хутшăнаççĕ, кашнинче тенĕ пекех призлă вырăнсене йышăнаççĕ.

Подробнее...

01 октября 2014 г.

Ватлăх пăхнăшăн куçран, хаклă тусăм, ан кулян…

Сар çулçăсем вĕçсе ỹкеççĕ, салхуллăн вĕрет кĕрхи çил. Çут çанталăкăн - хăйĕн саккунĕ: çу кунĕ - кĕркуннепе, кĕркунне - хĕлпе, хĕл - çуркуннепе, çуркунне çуллапа ылмашăнать. Этем пурнăçĕнче те çавах: ачалăх хыççăн - çамрăклăх, çамрăклăх хыççăн - çитĕнсе çитнĕ тапхăр пуçланать. Юлашки тапхăр вара - ватлăх...

Подробнее...

01 октября 2014 г.

Кĕмĕлленнĕ çỹç, ыратать ура…

Совет саманине ятлакансем паян чылай пулин те (сỹпĕлтисем ĕлĕк те пулнă, халĕ те пур), çав вăхăтра ырри те самаяхчĕ. Акă ĕçлекен çынна чысланинех илер. Малта пыракансен ячĕпе район центрĕнче те, колхозра та Ялав çĕкленĕ, çĕнтерỹçĕсене куçса çỹрекен вымпелпа хавхалантарнă. Ун чух хальхи пек пур япалана та укçа виçипе шайламан, халăх умĕнче каланă ăшă сăмах е хаçатра ырласа çырни те темрен хаклă пек туйăннă.

Подробнее...

01 октября 2014 г.

Инкекрен сыхланса

Республикăра пушар хăрушсăрлăхĕн уйăхлăхĕ пыни пирки хаçатра маларах пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Халĕ вăл вĕçленчĕ. Мĕнлерех иртнĕ-ха уйăхлăх?

Подробнее...

27 сентября 2014 г.

Водитель ỹсĕр пулсан…

Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, кăçал районти çул-йĕр çинче аварисем тăвасси чакнă. Сăмахран, 2013 çулхи 8 уйăхра 17 аварие регистрациленĕ пулсан, кăçал çак тапхăрта 13 аварие шута илнĕ. Кăçалхи аварисенче 4 çын вилнĕ (пĕлтĕр 8 уйăхра - 1 çын), 12 çын аманнă (21).

Подробнее...

27 сентября 2014 г.

Халăхпа тĕл пулчĕç

Полици ĕçченĕсем халăхпа тачă çыхăнса ĕçленин витĕмĕ яланах пысăк: çакă йĕркелĕхе çирĕплетме, çынсем тĕрлĕрен преступленисем тăвассине чакарма май парать.

Подробнее...

27 сентября 2014 г.

Йĕрке - пуриншĕн те пĕрре

Район администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хỹтĕлекен комиссин черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Унта хальхинче административлă право йĕркене пăсни пирки Шăмăршăри полици уйрăмĕ, Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнчи ГИБДД уйрăмĕ тата Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул тăратнă ĕçсене пăхса тухнă.

Подробнее...

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика