Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации

Найти

27 сентября 2014 г.

Мăкăрлантарнă… наркотик хутăшне

Кăçалхи июль-август уйăхĕсенче пирĕн районта 2 çын наркотиксемпе усă курни палăрнă. 40-рен иртнĕ арçын опиумлă мăкăньран ятарлă технологи тăрăх наркотик туса хатĕрленĕ, ăна шприцпа хăйĕн юн тымарне ярса пурăннă. Тепĕр çамрăк вара, 30 урлă каçнăскер, марихуанăна махорка евĕр чĕркесе чикарккă вырăнне туртнă. Çапла майпа вĕсем хăйсен "чун киленĕçне" шыранă.

Подробнее...

27 сентября 2014 г.

Халăхран тухнă пысăк ĂСТА

(Паллă ентешĕмĕр В.Яковлев çуралнăранпа 75 çул çитнĕ май) Истори чăнлăхĕ ку, пурнăç та çакнах çирĕплетет: пултаруллă, ăста çынсем шăпах ялта çуралса ỹссе анлă çул çине тухаççĕ. Чаплă ентешĕмĕр Валерий Яковлев пирки те çакнах каламалла.

Подробнее...

27 сентября 2014 г.

Лесничество татах илемленчĕ

"Шăмăршă лесничестви" хысна учрежденийĕнче тирпей-илем çине яланах пысăк тимлĕх уйăраççĕ, территорие таса тытма тăрăшаççĕ.

Подробнее...

27 сентября 2014 г.

Ултçĕр ытла çынна пулăшнă

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центра кăçал ĕç шыракан 680 çын пулăшу ыйтма пынă: 341 хĕрарăм, çамрăксем - 378-ăн, пенси умĕнхи çынсем - 17-ĕн, хăйсен ирĕкĕпе ĕçрен тухнисем - 159-ăн.

Подробнее...

27 сентября 2014 г.

Ентеше халалласа

Шăмăршă ял поселенийĕн тĕп библиотекинче паллă ентешĕмĕр, СССР халăх артисчĕ, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн илемлĕх ертỹçи, Шăмăршă районĕн хисеплĕ гражданинĕ Валерий Николаевич Яковлев çуралнăранпа 75 çул çитнине халалласа "Актер тата унăн ролĕсем" курав-портрет йĕркеленĕ.

Подробнее...

27 сентября 2014 г.

Ылтăн туй

Аллă çул - пĕрле. Ку вăл - ылтăн туй, пурнăçра асра юлмалли паллă пулăм.

Подробнее...

27 сентября 2014 г.

Хаксем ỹсеççĕ те, чакаççĕ те

Чăннипех çапла. Çакна район администрацийĕ ирттернĕ черетлĕ мониторинг та çирĕплетет.

Подробнее...

27 сентября 2014 г.

Тирпейлер тавралăха, лартар çĕнĕ хунавсем

Тавралăха тирпей-илем кỹрес, халăха экологи пĕлĕвĕ парассине лайăхлатас, ялсен сăн-сăпатне тирпейлесе йĕркене кĕртес тĕллевпе кăçалхи сентябрĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 30-мĕшĕччен районта кĕрхи санитарипе экологи уйăхлăхне ирттерме йышăннă.

Подробнее...

27 сентября 2014 г.

Топ-500 шкулсен йышне кĕнĕ

Раççейри топ-500 шкулсене палăртнă. Унта Чăваш Енри 6 вĕренỹ учрежденийĕ кĕнĕ. Списока 2013-2014 вĕренỹ çулĕ-сен кăтартăвне - ППЭне, предмет олимпиадисене - шута илсе хатĕрленĕ.

Подробнее...

27 сентября 2014 г.

Асаннесемпе кукамайсен ăмăртăвĕ

Сентябрĕн 25-мĕшĕнче, Васанти халăх музейĕ йĕркеленипе, ялти культурăпа кану центрĕнче, Пĕтĕм тĕнчери ватăсен кунне халалласа, "Чи маттур асаннесем" ятлă конкурс иртрĕ.

Подробнее...

27 сентября 2014 г.

Вăхăтра пулăшу панă

Ярăславри В.Морозова - ялти хисеплĕ ватăсенчен пĕри. Ĕç ветеранĕ 82-ре пырать. Ĕçчен хĕрарăм çырла-кăмпана та çỹреме кăмăллать. Нумаях пулмасть Валя аппа ир-ирех каллех вăрмана кăмпана тухса кайнă. Пирĕн хаклă кỹршĕмĕр, вăрманта пĕчченех çỹреме юратаканскер, кăнтăрла тĕлнелле килне яланах тулли витрепе çаврăнса çитекенччĕ. Хальхинче вара хĕвел анса каç еннелле кайрĕ пулсан та, вăл таврăнни курăнмарĕ.

Подробнее...

24 сентября 2014 г.

Кайри мала, спорт тусĕсем!

Нацисен кросĕ - юлашки çулсенче çĕр-шывра йăлана кĕнĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ спорт пулăмĕ. Физкультурăпа спорта юратакан çĕршер те çĕршер çынна туслă пĕр йыша явăçтарать вăл. Иртнĕ вырсарни кун районта иртнĕ кросс пирки те çакнах каламалла.

Подробнее...

24 сентября 2014 г.

Саккунсене çирĕплетнĕ

"Чăваш Республикин 2014 çулхи, 2015 тата 2016 çулсенчи тапхăрти планпа пăхнă бюджечĕ çинчен" Закона улшăнусем кĕртнĕ май 2014 çулта республика бюджечĕ тупăшсемпе пĕрле 2952,2 миллион тенкĕ ỹснĕ, халĕ вăл 36578,8 миллион тенкĕпе танлашать.

Подробнее...

24 сентября 2014 г.

Кашнийĕшĕн - уйрăм площадка

Çак кунсенче Правительство Çуртĕнче, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пынипе, Пĕтĕм тĕнчери "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" спорт форумне хатĕрленсе тата йĕркелесе ирттерес тĕлĕшпе республикăри оргкомитетăн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ.

Подробнее...

24 сентября 2014 г.

"Ĕç ветеранĕ" ят панă

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн пирĕн районтан çаксене "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ят панă:

Подробнее...

24 сентября 2014 г.

Ача çуралать - ял çамрăкланать

Кăçалхи август уйăхĕнче районта 14 ача - 9 хĕр ачапа 5 арçын ача çуралнă.

Подробнее...

24 сентября 2014 г.

Кăмпа фестивалĕ

Вăрман çимĕçне - кăмпана - халалласа ятарласа фестиваль ирттерни халĕччен пулманччĕ-ха. "Вăл та кирлĕ", - çакнашкал шухăш патне пырса тухрĕç "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕнче вăй хуракансем. Сăлтавĕ те çук мар.

Подробнее...

24 сентября 2014 г.

"Чун кăшкăрни - чун ыратăвĕ"

Çак кунсенче районти ЗАГС уйрăмĕнче "Чун кăшкăрни - чун ыратăвĕ" темăпа çавра сĕтел пулса иртнĕ. Унти тĕп ыйтусенчен пĕри - мăшăрсем пĕр-пĕринчен уйрăлни, çемьесене сыхласа хăварасси.

Подробнее...

24 сентября 2014 г.

Выльăх-чĕрлĕх - килшĕн тупăш

Килти хушма хуçалăха аталантарса тупăш илесси - ял çыннисен тĕллевĕ. Выльăх- чĕрлĕх усранин усси вара уйрăмах пысăк: сĕт-çăвĕ те пур, аш-какайĕ. Паллах, ытлашшине сутма май пур - çемье бюджетĕнче кашни тенкĕ вырăнлă.

Подробнее...

24 сентября 2014 г.

В.Сидорова асăнса - турнир

Милици майорне В.Сидорова асăнса пирĕн районта çуллен волейбол турнирне йĕркелеççĕ. Шăмăршă вăтам шкулĕн спорт залĕнче нумаях пулмасть каллех çакнашкал мероприяти иртрĕ.

Подробнее...

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика